Каникулта — шахматла
Хулари шкул ачисен кĕрхи каникулсем пынă вăхăтра Олимп стадионĕнче хăвăрт шахмат ăмăртăвĕ иртет. Республика шайĕнчи тупăшăва çĕр-çĕр çамрăк спортсмен хутшăнать.
Малтанхи кунсенче (юпа, 29-30) 9 çул тултарман арçын ачасемпе хĕр ачасем вылянă. «Ылтăна» Михаил Димитриевпа Анна Игошкина тивĕçнĕ. Иккĕмĕш вырăна Роман Николаевпа Василиса Гришина тухнă. Виççĕмĕш вырăнта — Михаил Ванерке тата Мария Сидорова.
Юпа уйăхĕн 31-мĕшĕнче 11 çул тултарманнисем тупăшнă. Эрне вĕçĕччен 13, 15, 17 тата 19 çултисен ÿсĕмĕнчи спортсменсем шахматла вылĕç.
Валентина ФЕДОРОВА. Sport.cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.
Комментари хушас