Кандидатсем паллă

14 Утă, 2015

Çÿлти Хăватăмăр кашнин шăпине мĕнле çырни хальлĕхе уçăмлă мар-ха. Анчах Чăваш Республикин Пуçлăхĕн должноçне йышăнма хатĕрленекен 11 кандидат паллă ĕнтĕ. Вĕсем:

Игнатьев Михаил Васильевич, «Единая Россия» политика партийĕн Чăваш регион уйрăмĕ сĕннĕ*

Шурчанов Валентин Сергеевич, «Раççей Федерацийĕнчи коммунистсен партийĕн» Чăваш Республикинчи уйрăмĕн кандидатури*

Николаев Олег Алексеевич, «Справедливая Россия» партин регион уйрăмĕ сĕннĕ*

Субботин Константин Сергеевич, «ЛДПР» партин регион уйрăмĕ сĕннĕ*

Аркадьев Владислав Иванович, «Яблоко» партин чăваш регион уйрăмĕн кандидатури*

Сапожников Валерий Васильевич, «Партия пенсионеров России» чăваш регион уйрăмĕ сĕннĕ*

Малов Юрий Валерьевич, «Альянс зеленых и социал-демократов» партин регион уйрăмĕ сĕннĕ*

Броницын Андрей Юрьевич, «Гражданская инициатива» партин чăваш регион уйрăмĕн кандидатури*

Иванов Геннадий Сергеевич, «Российская партия пенсионеров за справедливость» партин чăваш регион уйрăмĕ сĕннĕ*

Горбунов Евгений Владиславович, «Патриоты России» партин чăваш регион уйрăмĕ сĕннĕ*

Рылеев Алексей Валерьевич, «Родина» политика партийĕн чăваш регион уйрăмĕ сĕннĕ.

Список хальлĕхе хупăнман-ха. Документсене кăçалхи июлĕн 24-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Унтан вĕсене тĕплĕ, пур енлĕ тишкернĕ хыççăн регистрацилеççĕ. «Çичĕ ала» витĕр тухнин хушамачĕсене суйлав бюллетеньне кĕртеççĕ.

Ю.ЛИСТОПАД