Канашсем кальян туртнине хирĕç

9 Чÿк, 2015

Чÿк уйăхĕн 1-30-мĕшĕсенче Канаш хулинче кальян туртакансене хирĕç кĕрешмелли уйăхлăх ирттереççĕ. Обществăлла вырăнсенче кальян туртни туртакансене хăйсене кăна мар, юнашар çынсене те сиен кÿрет.

Республика шайĕнчи «Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн» акципе килĕшÿллĕн Канаш хулинчи вĕрентÿ учрежденийĕсенче класс сехечĕсем, калаçусем, лекторисем, диспутсем йĕркелеççĕ. Унта студентсемпе вĕсен ашшĕ-амăшне кальян сиенĕ çинчен каласа ăнлантараççĕ. Мероприятисене ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин специалисчĕсем, спортсменсем, общество ĕçченĕсем хутшăнаççĕ. Ачасемпе çамрăксен хушшинче ÿкерчĕксемпе плакатсен конкурсĕсене, массăллă спорт мероприятийĕсене ирттерме палăртнă. Волонтерсем хула хушшинче кальян тата пирус сиенĕ пирки ятарлă листовкăсемпе буклетсем салатĕç. Чÿк уйăхĕн 19-мĕшĕнче вара «Сигарета канфетпа улăштаратăп» акци йĕркелĕç. Канаш хула администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн ĕçченĕсем хула çыннисене кальян туртакансене хирĕç кĕрешмелли уйăхлăха хастар хутшăнма чĕнеççĕ.

С.ИВАНОВА.