Канашри социаллă приюта социаллă центрпа пĕрлештерĕç

9 Çурла, 2017

Канашри ачасен социаллă приютне çывăх вăхăтра комплекслă пулăшу кÿрекен унти центрпа пĕрлештерĕç. Чăваш Енĕн Министрсен Кабинечĕн паянхи ларăвĕнче ку йышăнăва ырланă.

Чăваш Республикин Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕн тивĕçне пурнăçлакан Лариса Арсентьева ларура каланă тăрăх, директор, тĕп бухгалтер тата 3 вакансие чакарнă хыççăн Канашри комплекслă социаллă пулăшу центрĕнче 130 çын ĕçлĕ. Оптимизацие пула çулталăкне 1121,2 пин тенкĕ перекетлеме май килĕ. Пĕрлештерсе йĕркеленĕ учреждени вара тивĕçе унчченхиллех туллин пурнăçлĕ.

Маларах эпир Пăрачкав районĕнчи больницăна Çĕмĕрлерипе пĕрлештерессине пĕлтернĕччĕ.

Комментари хушас