Канашлу: шкулсем, ФАПсем, çулсем…

8 Юпа, 2018

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăва ЧР Пуçлăхĕ ытларикун Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче республикăн çитес виçĕ çуллăх бюджетне тишкерме палăртни çинчен пĕлтернинчен пуçларĕ. Хысна параметрĕсем — малтанлăха çирĕплетнĕскерсем, çапах бюджет укçине мĕнле обьектсем валли уйăрасси паллă ĕнтĕ.

Шупашкарти Çĕнĕ хулара 1,6 пин вырăнлăх çĕнĕ шкула тума пуçламалла. Кадет шкулĕн регионти хоккей центрĕн строительствине те пуçараççĕ. Çитес çул Чăваш Енре 25 фельдшерпа акушер пунктне хута ярасшăн, çакăнпа çĕнĕ ФАПсем тумалли прогррамма вĕçленмелле. Çĕнĕ садиксем те пулĕç. 

Укçа вара пысăк пĕлтерĕшлĕ чылай обьект валли кирлĕ. Калăпăр, Шупашкарти виççĕмĕш çурма ункă строительстви. Ăна проектлакан фирма паллă ĕнтĕ. Строительство хакĕ 13-15 миллиард тенке кайса ларĕ. 

Çулсен темине тăснă май Михаил Игнатьев Чăваш Ен урлă Мускава Китайпа çыхăнтаракан çĕнĕ автоçул иртессине çирĕплетрĕ. Канаш патĕнчен иртмеллискере вăл «аслă стройка» тесех хакларĕ. Строительство хакĕ 540-550 миллиард тенкĕпе танлашĕ, ĕçсем 2024 çулта вĕçленмелле. 

Ларăвăн кун йĕркинчи тĕп ыйту вара — çурт-йĕре хутса ăшăтмалли тапхăр пуçланни. Юпа уйăхĕн 7-мĕшĕ тĕлне çурт-йĕрĕн 99,77% ăшă панă. Строительство министрĕ Владимир Михайлов Шупашкарти нумай хваттерлĕ икĕ çурт хальлĕхе ăшăсăррине çирĕплетрĕ. Ку вĕсенчи капиталлă юсав ĕçĕсем вĕçленменнипе сăлтавланнă. Çавăн пекех Комсомольскинчи больница, Тăвай районĕн тĕп больници, Шупашкар районĕнчи икĕ ФАП, Çĕнĕ Шупашкарти пĕр медучреждени ăшă парасса кĕтеççĕ. Министр ыйтăва çывăх кунсенчех татса парассине палăртрĕ.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

Комментари хушас