Канашлу пĕлтерĕшне пысăка хурса хакланă
7 Jul, 2016

Паллă политолог, Граждан обществин аталанăвĕн фончĕн Чулхулари филиалĕн ертÿçи Евгений Семенов Атăл тăрăхĕнче çĕртме уйăхĕнче пулнă тĕп пулăмсене пĕтĕмлетнĕ. Унăн комментарийĕнче Чăваш Ене тÿрремĕнех пырса тивекен самант та пур.

РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕн иртнĕ уйăхри ĕçĕн кун йĕркине тишкернĕ май политолог унта патшалăх хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсем тĕп вырăнта пулнине палăртнă. "Чи малтанах Раççейĕн Хăрушсăрлăх канашĕн секретарĕ Николай Патрушев тата Президентăн округри полпречĕ Михаил Бабич пĕрле Шупашкарта ирттернĕ канашлăва асăнмалла. Унта информаци тата экологи хăрушсăрлăхĕн çивĕч ыйтăвĕсемпе татăклă йышăнусем тунă", — тенĕ комментарире.

К.АНТОНОВ.