Канаш хули çÿп-çапран хăçан тасалĕ?

21 Чÿк, 2016

Тирпейлĕх, хăтлăх тăвасси хамăртан килет

Канаш урамĕсенчи çÿп-çап ыйтăвĕ паян тапраннăскер мар. Хулара пурăнакансем, вырăнти яваплă органсем хăйсен тивĕçĕсене вăхăтра тата тĕплĕ пурнăçламаннине курса ывăннăскерсем республика Пуçлăхĕ патне тахçанах çырупа тухнă.

Канашсен ыйтăвне икĕ эрне каялла Михаил Игнатьев Правительство членĕсемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура та хускатнăччĕ. Ун чухне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев урамсене çÿп-çапран тасатманнин сăлтавне хула администрацийĕн ĕçченĕсен явапсăрлăхĕпе, муниципалитет пуçлăхĕ ĕçе йĕркелеме пĕлменнипе тата управляющи компанисен пахалăхсăр ĕç-хĕлĕпе çыхăнтарчĕ. Канашлурах республика Ертÿçи çитес вăхăтра вырăна тухса унăн хушăвĕсене мĕнле пурнăçланине тĕрĕслесси çинчен пĕлтерчĕ.

Чăнах та, чÿк уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Канашра ĕçлĕ визитпа пулчĕ. Анчах кунта çÿп-çап ыйтăвĕ çаплах татăлманччĕ-ха. Ленинград урамĕнчи 14-мĕш çурт умĕнчи купа икĕ-виçĕ кунра пухăннăскер мар. Кунта хăрăк турат та, ванчăк сĕтел-пукан та — темĕн те пур. «Юрать-ха, çанталăк сивĕтрĕ. Çулла çывăха пыма çук, япăх шăршă сăмсана çурать. Çывăхра пурăнакансене питĕ шел. Пĕчĕк ачасем те кунтах выляса çÿреççĕ», — теççĕ çынсем. Вĕсем урамра тасамарлăх хуçаланнăшăн «Таса хула» предприяти тивĕçĕсене пурнăçламаннипе çыхăнтараççĕ. «Таса хулан» хăйĕн тÿрре тухмалли сăлтавсем пур. Çынсем çÿп-çап турттарнăшăн тÿлемеççĕ иккен. Уйăхра мĕнпур тÿлевĕн вунă процента яхăн пайĕ кăна пухăнать. Ку вара уйрăм çуртсем вырнаçнă территорие тасатма çителĕксĕр. Ĕçне тумаççĕ пулсан мĕншĕн тÿлемелле? Чылайăшĕ çак принципа тĕпе хурса квитанцисене курмăш тăвать иккен.

Икĕ урам хĕресленĕвĕнчи ÿкерчĕк Михаил Игнатьев кăмăлне чăннипех те хуçрĕ. Тÿрре тухма хăтланнă «Таса хула» МУП ертÿçине Евгений Повернăя вăл çийĕнчех пÿлчĕ: «Калаçса тăриччен галстукна салтса, шурă кĕпÿне хывса аллуна кĕреçе тытмалла, хăвăн ĕçченÿсемпе пĕрле çÿп-çап тасатма пикенмелле!» Михаил Васильевич çавăн пекех ку урамра пурăнакансене хăйсене те тирпейлĕрех пулма сĕнчĕ. Ара, чылайăшĕ сад-пахчари хăрăк туратсене урама кăларса пăрахать. Вĕсене çунтарса яма та пулать-çке. Çавăн пекех çÿп-çап тултарнă хутаçсене мĕншĕн пĕлсе-курса тăрсах сапаланса выртакан купа çине пăрахмалла? Икçĕр-виççĕр метрта тенĕ пек контейнерсем лараççĕ. Çула май унта пăрахма та май пур-çке. Тирпейлĕх, хăтлăх тăвасси хамăртан килнине палăртрĕ республика Пуçлăхĕ.

Шухăшлаттараканни, тĕлĕнтерекенни акă тата мĕн. Республика Пуçлăхĕ килессе пĕлсе-ши Ленинград урамĕнчи çÿп-çап купине тиесе кайма техника хăваласа килнĕ. Икĕ КАМАЗ, погрузчик, трактор… Ăптăр-каптăра прицеп çине алă вĕççĕн пăрахакансем те пур. М.Игнатьев хушу панăранпа икĕ эрнене яхăн вăхăт пулнине шута илсен… Мĕншĕн ку ĕçе юлашки куна хăвармалла пулнă-ха? Хула администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Софронов ку урамри çÿп-çап купи юлашки пулнине палăртрĕ. Ытти çĕрте йăлтах тасатса тирпейленĕ имĕш.

Ахăртнех, ытти вырăнта та ку ĕçе республика Ертÿçи Канаша çитиччен темиçе сехет маларах кăна пурнăçланă. Акă Мускав урамĕнчи 4-мĕш лицей çывăхĕнчи çÿп-çапа та нумаях пулмасть кăна илсе кайнă. Юлашки ăптăр-каптăра кĕреçепе, шăпăрпа икĕ хĕрарăм пуçтаратчĕ. Михаил Игнатьев урампа утса тухрĕ. Анчах кунта та унăн кăмăлне хуçаканни тупăнчĕ. Çул хĕрринче çĕмрĕк автомашина ларать, тислĕк купи тавралăх илемне пăсать, тепĕр çĕрте типнĕ хытхура ашкăрать… Канаш çыннисем хальхи вăхăтра начар пурăнмаççĕ. Чаплă, икĕ-виçĕ хутлă çуртсем лартаççĕ. Кашнин тенĕ пекех автомашина пур. Управляющи компани представителĕсем пĕлтернĕ тăрăх — шăпах çакăн пек ытлă-çитлĕ пурăнакансем çÿп-çапа тасатнăшăн тÿлемеççĕ те иккен. Квитанцири хак вара хальхи вăхăтшăн пачах та пысăк мар — 100 тенкĕ.

Хула влаçĕсен халăх кăмăлне тивĕçтермен тухăçсăр ĕç-хĕлне республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев вăйлах критиклерĕ. «Çулталăк хула пуçлăхĕнче ĕçлетĕр. Канашра мĕн пулса иртнишĕн пĕтĕмпех эсир яваплă», — терĕ вăл Владислав Софронова. Çÿп-çаппа çыхăннă ыйтăва татса пама тата икĕ эрне вăхăт пачĕ. Хушăва палăртнă тапхăрта пурнăçламасан сити-менеджера ĕçрен хăтарасси патнех çитме пултарассине палăртрĕ Пуçлăх. «Хула администрацийĕн ĕçченĕсен туслă ушкăнĕ çитĕнÿллĕ ĕçлессе, депутатсемпе пĕрле тĕллевсене пурнăçа кĕртессе, халăхăн çивĕч ыйтăвĕсене татса парасса шанатăп», — терĕ юлашкинчен Михаил Васильевич.

Канашра республика пуçлăхĕ çавăн пекех Ĕç тата Çĕнĕ урамсенче вырнаçнă котельнăйсене çитсе курчĕ. Вĕсене çитес вăхăтра ĕçе кĕртмелле. 42,9 МВт чухлĕ хăватлă котельнăйсем нумай хваттерлĕ 112 çурта, виçĕ шкула, икĕ садике, чукун çул станцийĕн больницине, ытти об±екта ăшăпа тивĕçтерĕç. Михаил Васильевич çĕнĕ котельнăйсем Канаш хулин инфратытăмне аталанма хушма майсем туса парассине палăртрĕ.

Валентина БАГАДЕРОВА