Канаш аталанăв. валли — 739 миллион тенкĕ
15 Sep, 2016 | Экономика | Канаш

Ĕнер Раççей Федерацийĕн Правительствинче РФ Правительствин Аппарачĕн ертÿçин пĕрремĕш заместителĕ Максим Акимов ертсе пынипе Монохуласене аталантармалли фондăн сăнав канашĕн ларăвĕ иртнĕ. Унта инфратытăм валли укçа уйăрассине ырланă. Çав шутра Чăваш Республикинчи Канаш хули валли инвестици проекчĕсемпе çыхăннă инженерипе транспорт инфратытăмне йĕркелеме — 739 миллион тенкĕ ытла. Çулсем, тасатакан сооруженисем тумалли пĕтĕмĕшле хакĕ  8 миллиард ытла тенкĕлĕх 15 инвестици проектне пурнăçлама укçа уйăрĕç. Бизнес-проектсене пурнăçлани монопрофильлĕ муниципалитет йĕркеленĕвĕнче 1500-е яхăн çĕнĕ ĕç вырăнĕ йĕркелеме май парĕ. Монохуласене аталантармалли фондăн сăнав канашĕн йышăнăвĕ пирки комментари панă май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев программăна хатĕрлеме хутшăннисене пурне тетав тунă.