Канăп çулла чунтанах

9 Çĕртме, 2016

Çиччĕмĕш класран «5» паллăпа çеç вĕренсе тухнă Юлия Ахметова çуллахи каникул çитнишĕн чунтан савăнать. Ара, халĕ тăраниччен туссемпе выляма, кăмăл туличчен канма, чуна çывăх кĕнекесене алла тытма тем чухлех-çке вăхăт!

— Çапах та тепĕр чухне шкулшăн тунсăхлатăп та. Юратнă вĕрентекенпе Нина Николаевна Афанасьевăпа пластик кĕленчесенчен тĕрлĕ тетте ăсталанă самантсем куç умне тухаççĕ. Чи ăнăçлисенчен пĕри — «Çĕнтерÿçĕ-салтак» тетте пулчĕ пирĕншĕн. Тумĕсене те кивĕ пусмаран типтерлĕ çĕлерĕмĕр. Ăна эпир кăçал Аслă Çĕнтерÿ 71 çул çитнине халалларăмăр. Çак пукане тетте темшĕн мана мăн кукаçине, вăрçăра нимĕçсемпе паттăррăн кĕрешнĕ, Яким Евдокимович Евдокимова, аса илтерет. Фронтран таврăннă-ха вăл, анчах мăн кукаçие эпĕ çеç мар, анне те курса ĕлкĕреймен. Ăна эпир мĕн тери хисепленине, юратнине çак пуканере сăнлама шутларăмăр, — терĕ хастар Юля.

Çу кунĕсене усăллă ирттерме тăрăшать хĕрача. Спорта юратаканскер тусĕсемпе стадиона васкать. Волейболла ăста вылякан ункăна час-час мечĕк кĕртме тăрăшать.

Е тата пушă вăхăтра алăран кĕнеке ямасть. Паллă писательсен калавĕсене пĕтĕм кăмăлпа вуласа тухать. Унти сăнарсемпе савăнать те, пăшăрханать те вара тепĕр чухне.

Кăçал Канаш районĕнче вырнаçнă «Космонавт» лагере утă уйăхĕнче канма кайĕ вăл.

— Тăваттăмĕш çул пулатăп ĕнтĕ унта эпĕ. Питĕ килĕшет мана кунта. Çутçанталăка юратнăранах çавăнти пурнăç кăмăла каять. Вăрман варринче уçă сывлăш, ка-йăксен илемлĕ юрри пушшех хăпартлантарать-çке. Çавăнпах ĕнтĕ биологи предмечĕ кăмăла каять. Олимпиадăсенче те çитĕнÿсем тăватăп. Çĕнĕ туссем те чылай тупрăм лагерьте. Вĕсемпе Интернет урлă çыхăнатпăр. Телефонпа та шăнкăравласа калаçатпăр, пĕр-пĕрин пурнăçĕпе, çитĕнĕ-вĕпе кăсăкланатпăр. Анчах та малтан атте-аннене килте пулăшса хăварăп. Тата Сиккассинче пурăнакан аппа патне хăнана çитсе килĕп. Унăн пĕчĕк хĕрне, пилĕк уйăхри Асьăна, алăра утьăкка сиктерес килет вĕт-ха! Тепĕр чухне йăл! кулать те, пушшех хитреленсе, пысăк-ланнăн туйăнать вăл мана. Эх, лагерьте чухне уншăн мĕн тери тунсăхланине халех чухлатăп. Тата та пысăк ĕмĕт пур манăн. «Артека» кайса курас килет. Кам пĕлет, тен, пурнăçа кĕрĕ-ха вăл. Кĕтме пĕлекенсем телейлĕ текен сăмаха асрах тытатăп паянхи кунччен те авă, — тет вăл.

Элиза ВАЛАНС.

Канаш районĕ,

Ăвăспÿрт Кипеч.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.