Кам шаккать-ха алăкран?

23 Ака, 2015

РФ Пенси фончĕн ĕçченĕсем гражданин йыхравламасăр ун патне килне пымаççĕ.

Чăваш Енри пенси уйрăмне хваттер тăрăх çÿрекен çамрăксем хăйсене пенси службин сотрудникĕсем тесе ĕнентерме пикенни çинчен çынсем час-часах шăнкăравлама тытăнчĕç. Вĕсем 50 çула çитменнисене хăйсен пулас пенсийĕ пирки шухăшласа килĕшÿ тума сĕнеççĕ иккен.

Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕ çакнашкал шăнкăравсене патшалăхăн шутланман пенси фончĕсен пуçарулăхĕ ÿснипе çыхăнтарать. Тĕслĕхрен, кăçалхи март уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне акционерсем пулса тăнă хыççăн пенси валли пухăннă укçана гарантилекен тытăма ун йышшисем 24-ăн кĕнĕ. Çавсен представителĕсем клиент базине анлăлатас тĕллевпе хваттер тăрăх çÿреççĕ.

Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕ вĕсенчен служба удостоверенийĕ ыйтма сĕнет. Килĕшÿ çирĕплетессине е çирĕплетес маррине вара кашни хăй тĕллĕн татса парать.

Енчен те патшалăхăн шутланман фондсемпе килĕшÿ тусан пухăнса пыракан пенси валли хывнă страховани взносĕ асăннă тытăма куçать. Унăн укçана инвестицилесе гражданин тивĕçлĕ канăва тухсан тÿлеме тивет. Асăннă фондсен ĕçĕ-хĕлĕн пĕтĕмлетĕвĕ чылай чухне финанс рынокĕнчи лару-тăрупа çыхăннă.

Вăйра тăракан саккунсемпе килĕшÿллĕн, 1967 çулта тата каярах çуралнă граждансен 2015 çул вĕçлениччен взноса пухăнса пыракан пенсие йĕркелеме ярассине е пĕтĕмпех страхованиллине хывассине суйлама право пур. Çакна асра тытмалла: иккĕмĕшĕшĕн патшалăх явап тытать, ăна инфляцирен гарантилет. Взноса ăна йĕркелемешкĕн ярсан та гражданин пухăнса пыраканни валли маларах тÿлени çухалмасть - асăннă суммăна пухăнса пыракан пенси памалла тунă чухне тĕпе хураççĕ тата РФ Пенси фончĕ тÿлет.