«Кам парĕ ывăл, Яковлев пекки...»

23 Юпа, 2015

Юпа уйăхĕн 23-мĕшĕ - чăваш халăхне çутта кăларакан Аслă Вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлев çут тĕнчерен уйрăлнă кун. Ĕнер ăна асăнма Шупашкарти И.Яковлев скверне учительсем, студентсемпе шкул ачисем, писательсемпе поэтсем, пултарулăх çыннисем пуçтарăнчĕç.

«Вăл чăваш халăхĕшĕн тăрăшман пулсассăн, тен, «Нарспи» те çырăнмастчĕ, тен, Андриян Николаев та космоса вĕçейместчĕ? Вырăссем - пулăç ывăлĕ Михаил Ломоносов академик пулса тăнинчен, эпир тăлăх ача халăха ертсе пыма пултарнинчен тĕлĕнетпĕр» - терĕ митинга ертсе пынă май Чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай.

ЧР культура министерствин ĕçченĕ Инна Ильина кашни халăхăн асран тухми çыннисем пурри çинчен каларĕ. Эпир Иван Яковлевăн халалĕсене пурнăçа кĕртсе пыратпăр. Çак кунсенче культура учрежденийĕсенче унăн ячĕпе мероприятисем йĕркеленине палăртрĕ Инна Ильинична.

Виссарион Пряников профессор Мускаври чăвашсен культура обществин ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Çĕршывăн тĕп хулинче тăван чĕлхене аталантарассишĕн тăрăшни куçкĕрет. Ентешсем Иван Яковлевичăн вилтăпри çине кайсах тăраççĕ. Нумаях пулмасть тăван тăрăха таврăннă профессор. Халĕ республикăри çамрăксене пĕлĕве тарăнлатма пулăшать.

Чăваш халăх поэчĕ Порфирий Афанасьев Кăнна Кушкинчи шкулта вĕренекенсен йышĕ чакса пынишĕн пăшăрханса калаçрĕ. 3-4 çул каялла 70-90 ача пĕлÿ илнĕ. Халĕ вара 9-ăн юлнă. «Кам парĕ ывăл, Яковлев пекки...» - Порфирий Васильевичăн сăвă йĕркисем асра юлчĕç.

ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Михаил Краснов Иван Яковлевич çуралнă тăрăха нумай çынна илсе кайнă. Вăл та унти лару-тăрăва лайăх пĕлет. Ахальтен мар чăваш чĕлхине юратма чĕнсе каларĕ Михаил Николаевич.

Николай Григорьев экс-министр, çыравçă Иван Яковлевич чăваш ачисене юратни, вĕсене тÿлевсĕрех сиплени, апатлантарни, çĕр каçма хăварни çинчен аса илчĕ.

Асăну кунĕнче çитĕнекен ăру вырăсланса пыни тавра та сăмах пуçарчĕç. «Эс кам ачи?» - тесен мĕнле хурав парĕç вĕсем?

Çав кун Иван Яковлевич çуралнă тăрăхра та, Тутарстанри Кăнна Кушкинче, асăну кунне халалланă мероприятисем йĕркеленĕ. Унта Чăваш Республикинчен сумлă делегаци тухса кайнă.

Марина ТУМАЛАНОВА.

Василий Кузьмин сăнÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: