Каллех Щелкунчик йыхравлать

25 Раштав, 2015

Кăрлачăн 7-мĕшĕнче «Шупашкар-Арена» Пăр керменте ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ валли «Çĕнĕ Щелкунчик» шоу иртет.

Усал тухатмăш Щелкунчик пукане туса хунă принцпа, ырă кăмăллă хĕрачапа тата вĕсен тăшманĕпе çыхăннă истори - ачасем кăна мар, çитĕннисем те юратакан юмах. Чайковский музыкипе балет çырни унран Гофман юмахĕсен хушшинче суперçăлтăр туса хунă. «Щелкунчик» тĕнчери чи лайăх виçĕ балет шутне кĕрет, ăна темиçе хутчен те - Ю.Григоровичăн «Путешествие по Елке» ĕçрен М.Шемякинăн модернизмла фантасмагорийĕ таран - улăштарнă. Сюжет юмах евĕрлĕрех пулин те хайлавра философи тата мистика элеменчĕ йышлă, çавна май постановкăсем пĕчĕк кураканшăн ытлашши «аслă» пулса тухаççĕ.

«Шоунальду.рф» ачасем валли пăр çинче питĕ лайăх балет шухăшласа кăларнă. Унта фантастика фокусĕсем те, акробатика номерĕсем те тата ытти те пур. Спектакль çĕнĕлле пырать, унăн премьери Израильте 2014 çулхи раштав уйăхĕнче гастрольсен вăхăтĕнче пулнă.

Спектаклĕн режиссер-постановщикĕ Артем Князев, сценографĕ тата тумсен художникĕ Наталья Ермолаева, хореограф-постановщикĕ Дана Жайкбаева. Шоу 50 минута тăсăлать. Спектакль антрактсăр пырать. 17.00 сехетре пуçланать. Билет хакĕ - 300, 400, 500 тенкĕ. Ыйтса пĕлмелли телефон: 38-02-08.

Рубрика: