Каллех — пулăçсем
25 Ноября, 2016

Пулăçсем çÿхе пăр çине кĕнĕрен пăтăрмах çине-çинех пулнине вулакансене пĕлтернĕччĕ. Пăр хальлĕхе çÿхе пулнине, çавна май хăрушлăх пысăккине пурте пĕлеççĕ, çапах хăшĕ-пĕри пурпĕрех юханшыв çине кĕме васкать.

Çак тапхăрта Пĕчĕк карапсен патшалăх инспекцийĕн инспекторĕсем Атăл акваторийĕнче кунсеренех профилактика рейчĕсем ирттереççĕ. Чÿк уйăхĕн 23-мĕшĕнче 13 сехетре Сергей Аршинов тата Александр Порфирьев инспекторсем патрульте пулнă май Муркаш районĕнчи Шомик ялĕ çывăхĕнче виçĕ пулăçа — катăлса çыранран уйрăлнă çÿхе пăр çинче тăраканскерсене — курнă. Çыранран 400 метртан аяккарах пулнă вĕсем. Инспекторсем тÿрех Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи Кризис лару-тăрăвĕн управленийĕн центрне пĕлтернĕ, хăйсем республикăри шырав-çăлав службин ĕçченĕсем «Марс-700» катерпа çитиччен экстремал-пулăçсен координачĕсене палăртнă. Çăлав операцийĕ ăнăçлă иртнĕ. 13 сехет те 15 минутра виççĕшне те — 1987-1988 çулсенче çуралнăскерсем пурте Шупашкарта пурăнаççĕ — çыран çине илсе тухнă. Вĕсемпе профилактика калаçăвĕ ирттернĕ.

Çăлавçăсем пăр хальлĕхе çÿхе пулнине, çавăнпа ун çине кĕме тăхтамаллине аса илтереççĕ.