Каллех пуçтарчĕ Çĕрпÿ ярмăркки

7 Утă, 2017

Йăлана кĕнĕ тăрăх вăл утă уйăхĕн пуçламăшĕнче иртет. Кăçал та çаплах пулчĕ: утă уйăхĕн 6-мĕшĕнче уçăлчĕ. Çумăрлă çанталăк пур енĕпе те чăрмантарма хăтлачĕ пулсан та, Çĕрпÿсем мĕн палăртнине пурнăçлама тăрăшрĕç.

Эрнекун Тихвин ярмăрккинче мероприятисем йышлă иртрĕç. Акă ир-ирех ярмăрккă лапамĕнче сунтал сасси янăраса кайрĕ: тимĕрçĕсен регионсен хушшинчи конкурс-фестивалĕ уçăлчĕ. Унтан «Наци культурисен тăкăрлăкĕнче» уçă фестиваль ĕçлеме пуçларĕ.

Районти ĕçпе юрă, спорт уявĕ Акутай та халăха хăй патне пуçтарчĕ. Кĕвĕ-çемме юратакансене, паллах, Анастасийăпа Захар Заволокинсен гала-концерчĕ кăсăклантарчĕ. Ентешĕмĕрсем вĕсене «Выля, хут купăс» передача тăрăх лайăх пĕлеççĕ. Кунтах вĕсем пирĕн хут купăсçăсемпе, юрă, такмак ăстисемпе тĕл пулчĕç, чи пултаруллисене çырса илчĕç. Вĕсемпе черетлĕ передачăсенче паллаштарĕç-ха.

Андрей ПАВЛОВ, Çĕрпÿ район администрацийĕн пуçлăхĕ:

— Ял хуçалăхĕ Çĕрпÿ районĕшĕн экономика отраслĕ кăна мар, пурнăç йĕрки те. Ял вăй-хал парса тăракан çăл куç пулса тăрать. Хăйсен кун-çулне унпа çыхăнтарнисене чыс та мухтав. Пирĕн район йăла-йĕркене çирĕп пăхăнса пырать. Тихвин ярмăрккине те çуллен ирттеретпĕр, манăçа кăлармастпăр.

Надежда СМИРНОВА

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас

Новости по теме