Каллех "Чăваш бройлерĕ" калаçтарать

12 Утă, 2016

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен, районсемпе хуласен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен планерка ку хутĕнче кăмăллинчен пуçланчĕ: министерствăсемпе ведомствăсен ĕçченĕсене патшалăх служащийĕн черетлĕ званийĕсене панă та — вĕсене чысларĕç. Михаил Васильевич кашнинех алă тытса саламларĕ. "Тивĕçлĕ шайра бюрократ пулмалла, çав вăхăтрах халăх ыйтăвĕсене çывăха илмелле. Сирĕн хамăрăн пĕчĕк Тăван çĕршывăн патриочĕсем пулмалла. Эсир — влаç органĕсен представителĕсем, çакна нихăçан та ан манăр, чыса упрăр", — пехил евĕр янăрарĕç унăн сăмахĕсем.

Çăкăрлă, сĕтлĕ

Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусем пирки каланă май ЧР Пуçлăхĕ чи малтанах тарифсен темине çĕклерĕ. Утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вĕсем 4,4-6,7% пысăкланаççĕ. Çавна май халăхăн ыйтусем пуласси куçкĕрет — "çынсене тĕрĕс те тулли информаци памалла". Ку ыйтупа Тариф службин ертÿçи Альбина Егорова тĕплĕ доклад турĕ. Çав вăхăтрах "Хыпар" тарифсен ÿсĕмĕ пирки маларахах ăнлантарса панăччĕ те — тепĕр хут таврăнни кирлех те мар-тăр. Михаил Игнатьев вара пусăм тусах палăртрĕ: ЖКХри тÿлевсем ÿснине, çынсен тупăшĕ пĕчĕкленнине кура субсиди илекенсен шучĕ пысăкланассине бюджета çирĕплетнĕ чухнех пăхса хăварнă. Субсиди илекенсен çарĕ 1,2 пин ытла çемье хушăннă — вĕсем валли укçа пур.

"Турă пулăшрĕ — çумăр çурĕ", — республика Пуçлăхĕ çапла каланă хыççăн ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов хăй яваплă отраслĕн çулталăкăн пĕрремĕш çурринчи аталанăвĕпе паллаштарчĕ. Производство индексĕ 109% танлашнă — ÿсĕм самай пысăк. Кăçал акса-лартса хăварнă лаптăксем те анлăланнă. Нумаях мар, пĕлтĕрхипе танлаштарсан 0,3% хушăннă. Çапах — чакни мар. Çĕрулми лаптăкĕсем вара пĕчĕкленнĕ иккен — 96,5%. Хуçалăхсем лаптăксене 700 гектар чакарнă, уйрăм çынсем — 500 гектар. Çапах министр çĕрулми тухăçĕ кăçал пысăкрах пуласса шанать те — пĕтĕмĕшле тухăç пĕлтĕрхинчен кая мар пуласса кĕтнине пĕлтерчĕ. Тĕштырă туса илесси те ÿсĕмлĕ пулмалла.

Çакнашкал планеркăсенчен пĕринче темиçе уйăх каялла ял хуçалăхĕнчи ĕç укçи пĕчĕкки пирки сăмах пулнăччĕ. Ку енĕпе те ырă туртăмсем пур. Отрасльте кăçал шалу ÿсĕмĕ 113,5% танлашнă — ÿсĕм хăвăртлăхĕ экономикăри вăтам кăтартуран чылай пысăкрах. Ял хуçалăхĕнчи уйăхри вăтам шалу 15,2 пин тенкĕ патне çитнĕ. Çулталăк вĕçленнĕ тĕле 16,4 пин тенкĕрен иртмелле.

Халĕ хресчен выльăх апачĕ хатĕрлес енĕпе ĕçлет — ĕçсем кал-кал пыраççĕ. Сĕт суса илесси — пĕлтĕрхи шайра, аш-какай енĕпе кăтарту самай ÿсĕмлĕ — 120%. Çапах Сергей Геннадьевич шăпах аш-какай туса илесси çулталăк кăтартăвĕсем тăрăх пысăкланмасса пултарассине пытармарĕ. "Чăваш бройлерĕ" тата "Акашевская" кайăк-кĕшĕк фабрикисем производствăна чакарни ура хурать.

Ашсăр, ĕçсĕр...

Шăпах "Чăваш бройлерĕ" пирки хивре калаçу пулчĕ. Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх — "лару-тăру питĕ çивĕч. Фабрика хуçисем депутат пулма кирлĕ укçана унтан ĕмсе илмешкĕн тĕллев лартнă пулас". Хăй вăхăтĕнче предприятие пулăшмашкăн республика бюджетран ăна 14 млн тенкĕ укçа панă. 6 млн тенкине халĕ те тавăрайман иккен. Тавăрасси те иккĕленÿллĕ. Тырă туянатпăр тесе çав укçана юта куçарса панă та — çухатнă теме те юрать.

Сергей Артамонов калани чăннипех тĕлĕнтерет: фабрикăра 150 пин чăх чĕппине 30 тенкĕ вырăнне 7 тенкĕпех сутса янă иккен. 600-700 грамм таякан бройлерсене аш валли пусаççĕ — "çитес 10 кун хушшинче унта бройлерсем юлмĕç". 36 çынна ĕçрен хăтарасси пирки пĕлтерсе те хунă. Унта вара пĕтĕмпе 546 çын ĕçлет. "Укçа çук, чăх-чĕп валли апат çук, кредитсем памаççĕ... Фабрикăра кайăк-кĕшĕк юлмĕ. 6 млн тенке тавăрса паманнипе çыхăннă ыйтупа ШĔМ ĕçлет. Çынсем ĕçсĕр юлас хăрушлăх пысăк. Пирĕн чи малтанах вĕсене пулăшас енĕпе те мерăсем йышăнмалла", — темăна вĕçленĕ май пусăм тусах палăртрĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ.

Канашлура социаллă пĕлтерĕшлĕ апат-çимĕç хакĕсен мониторингĕн кăтартăвĕсене тишкерчĕç. Экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин палăртнă тăрăх — потребитель хакĕсен индексĕ çулталăкăн пĕрремĕш çурринче 102,5% танлашнă. Çав вăхăтрах çĕртме уйăхĕнче хăшпĕр апат-çимĕç хакĕсем чакни те палăрнă. Лавккасенче Чăваш Енре туса кăларакан продукци ытларах пулмалли пирки те калаçрĕç. Михаил Игнатьев çак кунсенче тĕп хулари çĕнĕ "Садовый" микрорайонта пулнă май унти ватăсем пĕр кафере ирех — 4-5 сехетрех — эрех сутма пуçланипе кăмăлсăрланни çинчен каларĕ. Хуçипе Михаил Васильевич ятарласа курнăçнă-мĕн — лешĕ "йĕркене кĕме" шантарнă. Çав вăхăтрах ЧР Пуçлăхне унта чейпе кофене пĕр хут усă курмалли стакансене ярса пани тĕлĕнтернĕ. "Çул хĕрринчи кафе пулнă тăк — ăнланмалла-ха, анчах çакăн пек вырăнсенче нивушлĕ йĕркеллĕ савăт-сапа пулмалла мар? Хула влаçĕсен çак самантсене те сăнасах тăмалла". Тепĕр тесен кунашкалли Михаил Васильевич пулса курнă çав кафере кăна-им? Пичет çуртĕнчи çак йĕркесен авторĕпе унăн ĕçтешĕсем куллен çÿрекен столовăйра та çавнашкал пластик стакансемех.

"Хаваслă" суйлав

Суйлав çывхарать — канашлура ЧР Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков сăмах илни вырăнлă пулчĕ. Хальлĕхе тăватă парти кĕрешĕве официаллă майпа тухнă ĕнтĕ — РФКП, РЛДП, "Раççей патриочĕсем", Раççейри пенсионерсен тĕрĕслĕхшĕн кĕрешекен партийĕ. Список çывăх кунсенче татах анлăланĕ. Пĕр мандатлă округсенчен Патшалăх Думине суйланма 7 çынна регистрациленĕ: Канаш округĕнчен — 4, Шупашкар округĕнчен — 3 кандидат. Çав вăхăтрах вĕсенчен 2-шĕ списокран тухса ÿкме те ĕлкĕрнĕ. Пĕри хăй кăларма ыйтса çырнă, теприне ТСК хирĕçленĕ. "Вăл судпа айăпланнă — çавăнпа хирĕçлерĕмĕр. Преступлени тунă та — 2019 çулччен суйлава кандидат пулса хутшăнаймасть", — уçăмлатрĕ Александр Иванович.

Патшалăх Канашĕн депутачĕ пулма 22 округран хальлĕхе 30 çын хăйсен кандидатурисене тăратнă. Ку енĕпе Çĕнĕ Шупашкарта тата Шупашкарта хастарлăх уйрăмах пысăк. Вĕсем — партисенче тăман çынсем. Кĕçех вара партиецсем те хускалĕç.

Суйлавччен вăхăт пур-ха, çапах ЦИК ертÿçи лару-тăру çивĕчленсе пынине пытармарĕ — "хăшĕсем кимме енчен енне силлеме тытăнчĕç". ТСК пирки "вырăнти влаç пăхăнăвне кĕрсе ÿкнĕ" текенсем пур-мĕн. Апла калакансене Александр Цветков татăклăн хирĕçлерĕ: "Пирĕн вырăнсенчи комиссисенче — 16 политика партийĕн представителĕсем. Вĕсене пăхăнтараймăн. Бюджет организацийĕсен представителĕсем йышлă мар — 20% кăна. Саккунпа килĕшÿллĕн вара 50% таран пулма пултараççĕ". Александр Иванович "Раççей патриочĕсен" списокне Андрей Кулагин, Тамара Романова кĕнине кура "суйлав хаваслă пуласси" пирки те прогноз турĕ.

Саккунсăр агитаци материалĕсем сарнă тĕслĕхсем те пур ĕнтĕ. "Çакнашкал агитацие полицисĕр пуçне никам та чараймĕ", — вĕçлерĕ калаçăва Александр Цветков.

Николай КОНОВАЛОВ