Калаçса татăлнă та...

7 Çу, 2015

Етĕрне районĕн сучĕ 35-ри арçынпа 15-ри каччă айăплине çирĕплетнĕ. Пĕр харăсах темиçе преступлени тунăскерсене ирĕксĕр хăварма йышăннă. Аслăраххине пĕтĕмĕшле режимлă колоние - 6 çуллăха, 18-а та çитменнине вара воспитани колонине 3 çул çурăлăха ăсатнă.

Уголовлă ĕç материалĕсем тăрăх, пĕлтĕрхи ноябрĕн 10-мĕшĕнче Етĕрне районĕнчи Никольски салинче Чулхула облаçĕнчен ĕçпе пынă 33-ри хĕрарăма хупă киле çавăтса кĕнĕ. Усал шухăш тытнăскерсем ăна унта черетпе мăшкăлланă. Кунпа кăна çырлахнă тетĕр-и? Çук. Хĕрарăмăн суллине, карас телефонне йăкăртнă, 400 тенкине кăларса илнĕ. Уголовлă ĕçе тишкернĕ вăхăтра 35-ри арçыннăн тепĕр преступленийĕ те çиеле тухнă. Вăл пĕлтĕрхи октябрь-ноябрь уйăхĕсенче 11 çулти ывăлне куллен хĕненĕ, ăна воспитани парас вырăнне эрех-сăрапа иртĕхнĕ.

Рубрика: