«Каçалпа» «Валинкке» — Кремль керменĕнче

7 Нарăс, 2017

Иртнĕ эрнере Патшалăх Кремль керменĕнче православи культурипе пĕчĕк хуласен йăли-йĕркисен фестивалĕ уçăлнă.

 Йĕркелÿçи — çĕршыври паллă юрăç, Раççей халăх артисчĕ, Раççей Пысăк театрĕн солисчĕ Владимир Маторин ертсе пыракан ыркăмăллăх фончĕ. Унăн пĕрремĕш кунĕнче "Вырăс музыкин шедеврĕсем — Раççейĕн пĕчĕк хулисемпе ялĕсене" концерт иртнĕ.

Владимир Маторин РФ Президент оркестрĕпе, А.Юрлов ячĕллĕ Патшалăх академи хор капеллипе тата Л.Иванов ячĕллĕ халăх инструменчĕсен оркестрĕпе пĕрле тĕн тата классика музыкин произведенийĕсене шăрантарнă. Концерта çавăн пекех çĕршыври 150 ытла ялпа хулари кĕвĕ-çемĕ ăстисем те хутшăннă.

Чăваш Ен ушкăнĕнче 250 çын пулнă. Комсомольски районĕнчи "Каçал" тата Элĕк районĕнчи "Валинкке" фольклор коллективĕсем Маторин концерчĕ умĕн Кремль керменĕн фойинче чăваш юрри-кĕввине янраттарнă. Пирĕннисен пултарулăхĕпе уява пынă 5 пин çын киленме пултарнă.

Рубрика: 

Комментари хушас