Тăван Атăл

23 Кăрлач, 2019

Çăлтăртан хĕр пулчĕ

Тулли уйăх тÿпене хăпарсан çăлтăрсем патне хăнана кайма шухăшланă. Çăлтăрсен керменĕ анлă тÿпе варринче кăвак шăналăк çинче ялкăшса ларнă. Кунта пин-пин çăлтăрчăк пурăннă. Кăнтăрла вĕсем çывăрнă, каçсерен уя улаха тухнă. Ун чухне кермен алăкĕ пачах хупăнман, шурă, хĕрлĕ, сарă, симĕс, кăвак тĕслисем, пысăкки, пĕчĕкки, вăйли, вăйсăрри, çамрăкки, ватти кермен алăкĕ витĕр унта-кунта вĕçсе çÿренĕ. Хĕр çăлтăрчăксемпе каччă çăлтăрчăксем пĕрре кĕнĕ, тепре тухнă. Пĕрремĕшĕсем вăрăм аркăллă сараппанпа, иккĕмĕшĕсем вăрăм чаппанпа çÿренĕ.

23 Кăрлач, 2019

«Хастар утăмлă, ăслă та хăватлă тепĕр ăру килетех»

«Тăван Атăл» литература журналĕ Раççейри чи лайăх пилĕк наци пичет кăларăмĕсен йышне кĕнине пĕлсенех чун-чĕрепе çунатланса кайрăм. Çапла, тĕрĕсех, «Тăван Атăл» «Чи лайăх литературăпа ÿнер кăларăмĕ» номинацире çĕнтернĕ текен хыпар Интернетра хăвăрт сарăлчĕ.

23 Кăрлач, 2019

Çумăр чухне илтнĕ калаçу

Канаша çитнĕ çĕре çумăр çума тытăнчĕ. Автобусран тухакансенчен пĕрисем сунчăк айне чăмрĕç, теприсем хула тăрăх çÿрекен автобус чарăнăвне тапса сикрĕç, виççĕмĕшсем тăрăллă платформăсем айне кайса тăчĕç. Эпĕ автовокзала кĕтĕм: çумăр чарăнасса кунта кĕтсе тăрас терĕм.

23 Кăрлач, 2019

Куççуль витĕр кулма...

Кирилпа 1982 çулхи юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнче паллашрăм. Эпир, Мускаври театр институтĕнче Чăваш студийĕнче вĕренекенсем, Итали драматургĕн Эдуардо де Филиппăн «Неаполь — миллионерсен хули» диплом спектакльне институт сцени çинче вылятпăр; хамăр спектакльсене час- часах Мускавра пурăнакан чăвашсене чĕнеттĕмĕр. Хальхинче пирĕн ĕçе курма Чăваш патшалăх университетĕнчен В.П.Станьял чăваш студенчĕсене илсе килнĕ. Спектакль хыççăн вĕсем пирĕн ĕçе сÿтсе яврĕç, унтан пурте Хĕрлĕ площаде çитсе хамăр пурăнакан общежитие таврăнса çавра сĕтел хушшине вырнаçрăмăр.

Pages