Тантăш

16 Ака, 2015

Çеçпĕл пăшăлтатăвĕ

«Эпĕ - çеçпĕл... Çепĕç çурхи чечек. Вăрантăм, куçа уçрăм. Ыталаççĕ мана хĕвел шевлисем. Кайăксем те чĕрĕлÿ юрри шăрантараççĕ, «Салам, çеçпĕл! Çуркунне... Çĕнĕ пурнăç... Çÿлелле...» Вăтанатăп пуçа çĕклеме, халăм çитеймесрен шикленетĕп. Анчах ăшă çутă вăй-хăватпа тĕрек парать. Ман тавралла юр çук ĕнтĕ. Пĕтрĕ, юхрĕ, сăрхăнчĕ, тымарăма шăварчĕ. Курăк та хĕл ыйхинчен вăранчĕ. Пĕтĕм тĕнче ешерет. Ах, епле телейлĕ-çке эпĕ! Пурăнатăп çак тĕлĕнмелле асамлă вăхăтра».

9 Ака, 2015

Асрах эс, аннеçĕм, асрах эс, атте, Мана шеллемерĕр-çке темшĕн пĕртте...

Куç умĕнче - Вăрнар районĕнчи Отиккăвă ялĕ... Лиза васкамасăр утать. Хутран-ситрен чарăнкаласа тăрать, йĕри-тавралла пăхкалать. Аван-çке тăван тăрăхра.

9 Ака, 2015

Илемлĕ вулакансем тупăшрĕç

И.С.Тургенев ячĕллĕ библиотекăра К.В.Иванов çулталăкне халалласа илемлĕ вулакансен конкурсĕ иртрĕ.

Тупăшакансем пурĕ виçĕ ушкăна пайланчĕç. Пĕринче - 12-14, тепринче - 15-17, виççĕмĕ- шĕнче - 18-22 çултисем. Ăмăрту пуçланиччен ачасемпе вĕрентекенсем тĕрлĕ музыка инструменчĕпе илемлĕ кĕвĕсем каларĕç. Тÿресем чăвашла тата вырăсла вулакансене уйрăммăн хакласси çинчен пĕлтерчĕç.

К.В.Ивановăн «Нарспи» вилĕмсĕр поэмине пĕлмен çын çук ĕнтĕ. Ăмăртура поэмăн сыпăкĕсене чылайăшĕ вуласа пачĕ.

9 Ака, 2015

Тăрăшулăха кура - хаклавĕ

- Инна пур предметпа тенĕ пекех районта иртекен олимпиадăсене хутшăнса малти вырăнсене йышăнать, - каласа парать ун пирки Алевтина Геннадьевна Димитриева директор заместителĕ мăнаçланса.

Pages