Тантăш

23 Ака, 2015

Тунсăхлама вăхăт çук

Çĕрпÿ районĕнчи Тавăшкасси шкулĕн 2-мĕш класĕнчи Володя Козлов - лидер. Вĕренÿре ăна çитекен çук. Хитре почерклă арçын ача пур предметпа та «5» паллăпа вĕренет. Класс ертÿçи Надежда Евлогиевна Антонова урокра мĕн ăнлантарнине пĕр сиктерми итлесе ларать, ăша хывать.

23 Ака, 2015

«Калаçакана -итлекен, ÿкерекене - куракан, çыракана вулакан кирлĕ...»

«Пĕр çын сурать - типсе пырать, çĕр çын сурать - кÿлĕ пулать», - тенĕ ваттисем. Çапла, йышпа пуçăнсассăн кирек мĕнле йывăр ĕçе те парăнтарма пулать. Пĕччен тертленнинче вара усси сахал. Кĕнекепе хаçат-журнал пичетлесе кăларас, телерадиокăларăм хатĕрлес ĕçре те çавăн пекех.

16 Ака, 2015

Туслă йыш çÿрет кунта - Сăвă та çырма ăста

Надежда Александровна Алексеева шкулта вĕреннĕ чухнех хаçат-журналпа тачă çыхăну тытнă. Вĕсене çырăнса илнисĕр пуçне редакцие çыру хыççăн çыру ăсатнă. Ĕçĕсем хаçат страницинче кун çути курсан çав тери хĕпĕртенĕ хас-тар хĕрача.

Pages