Тантăш

28 Çу, 2015

Сывă пул, юратнă шкулăм!

Иртнĕ эрнере шкул ачисемшĕн юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Çуллахи каникула чăтăмсăррăн кĕтекен ачасен пит-куçĕнче йăл кулă палăрчĕ. Парта хушшине юлашки хут ларнă çамрăксен куçĕсем куççульпе тулчĕç.

28 Çу, 2015

Хĕвелпе хĕртĕнĕç, сывлăха çирĕплетĕç…

Умра - хаваслă çу кунĕсем. Шкул ачисем тинех çулталăкри чи вăрăм каникул çитнишĕн савăнĕç. Канма, сывлăха çирĕплетме майсем те çителĕклĕрех пулĕç. Хĕвелĕ те кашнине урама, уçă сывлăша, вăрманпа улăх-çарана йыхăрĕ. Кун пек чухне камăн кил-çуртра ларас килтĕр?

28 Çу, 2015

Ÿсем-ха...

Полина Ивановăн çырасси - чун иленĕçĕ. Кашни саманта илемлетсе шăрçалама ăста вăл. Заметка çумне ÿкерчĕк тума та ухута. Ÿкерессипе те маттур çав вăл, ахальтен мар рес-публика шайĕнчи ăмăртусенче пĕрре мар палăрнă. Чустаран, тăмран тĕрлĕ кĕлетке ăсталассине те тахçанах кăмăллать.

28 Çу, 2015

Тĕрĕ ăсти Галя

Галя Арсентьева ума лартнă тĕллевне пурнăçлатех.

- Палăртнă ĕмĕте пурнăçа кĕртмесен чунра тем йăшăлтатса тăнă пекех туйăнать. Çавăнпа шав малалла ăнтăлатăп, çÿлеллех кармашма тăрăшатăп. Унсăрăн хама лăпкă тытма пултараймастăп, - тет хастар хĕрача.

Pages