Тантăш

13 Çурла, 2015

«Тĕлĕнтермĕш тăван ен»... Çакна пĕлмен халиччен

«Раççейре мар, Чăваш Енре мар, урăх çĕрте çуралнă пулсан...» - текен шухăш ĕмĕрте пĕрре те пулин кашнин пуçнех пырса çапать-тĕр. Хамăр патра кичем пек туйăнать.

13 Çурла, 2015

Манăн икĕ асанне - пуç таятăп вĕсене!

Паян ир-ирех вăранчĕ Сашук. Ыйхине çĕнтерес тесе куçне сăтăркаларĕ те сарайне васкарĕ. Черетпе тăратса тухнă вăлтисене пĕр хушă пăхса тăчĕ те: «Вăлти нумай-ха пирĕн, анчах паян çĕннипе, Мускавран туяннипе пĕве хĕррине каям-ха. Пысăк хулара темиçе кун пурăнса пĕвешĕн, унти пулăсемшĕн тунсăхларăм вĕт», - терĕ савăнăçлăн арçын ача.

6 Çурла, 2015

Ĕмĕтре - «Артекрах»...

Пĕрремĕш класранпах пур предметпа та «пиллĕк» паллăпа вĕренекен Андрей Данилов район, республика шайĕнчи олимпиада-ăмăртусенче пĕрре мар çĕнтерÿçĕ пулнă. Хастарлăхне кура «Артека» кайма путевка çĕнсе илсен калама çук хĕпĕртенĕ.

Pages