Тантăш

20 Çурла, 2015

Çул çинчи инкекрен сыхланасчĕ

Çулталăк пуçланнăранпа республикăри çулсем çинче 14 ача вилнĕ. Иртнĕ уйăхсенче кăна ачасемпе ­67 инкек пулнă.

Каникула каяс умĕн пур шкулта та ачасене çул-йĕр çинче асăрхануллă пулмаллине аса илтереççĕ. Анчах аслисем каланине пурте хăлхана чикмеççĕ, çавна пула инкеке лекекенсем те пур. Чăваш Ен ÇÇХПИ пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, июлĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа августăн 5-мĕшĕччен çул-йĕр çинчи инкеке пула сакăр ача пурнăçĕ татăлнă, вĕсенчен пиллĕкĕшĕ вунултă çул та тултарман.

20 Çурла, 2015

Çĕр анне тивлечĕ иксĕлми

Эпир мĕнлерех илемлĕ тăрăхра çуралса ÿсни, Çĕр планетăмăр мĕн тери пуянни çинчен хăçан та пулин шухăша путнă-и эсир? Хамăр ун ачисем пулнишĕн хăпартланнине туйнă-и тата? Çак ыйтусене çирĕплетсе хуравлаймастăр тăк - питĕ шел. Эппин, паянччен эсир çĕр пархатарĕпе усă курнă кăна, мĕнпур ырăлăхшăн тав тума пĕлеймен.

20 Çурла, 2015

Темĕн те шухăшласа кăларма тивнĕ...

1941-1942 çулсенчи хĕл вăхăтĕнче Ленинградра 30 пине яхăн ача хăр тăлăха юлнă. Çавăнпа патшалăх пĕтĕм хăвăртлăхпа ача çурчĕсемпе приютсем тума тытăннă. Нимĕçсем Ладога çулне тăтăшах сирпĕтнĕрен ăна çĕнетсех тăма тивнĕ. Хулари 12-мĕш приюта та апрельте çеç хута яма май килнĕ. Епле те пулин çăмăллăх пултăр тесе ачасене эвакуацилеме тăрăшнă. Хальхинче Кавказ тăрăхне яма шут тытнă.

20 Çурла, 2015

«Телейлĕ» çыру – Ленинград блокадинчен...

6. 06. 1943 çул. «Ывăлăм, Пашенька, ĕнер çеç сан пата фронта çыру ятăм. Ак халĕ каç пулчĕ те, каллех куç умне эсĕ тухрăн. Чăтайман енне алла кăранташпа хут илтĕм. Пĕлетĕн-и, Пашенька, çак куна тахçанах кĕтнĕ эпĕ. Ара, сан пата тахçанах ТЕЛЕЙЛĔ çыру çырас ĕмĕтпе ăшталанса пурăнаттăм-çке. Анчах аçупа асаннÿ тата Валечка çĕре кĕчĕç те... пурнăç пĕтсе ларнăнах туйăннăччĕ. Ĕнтĕ хама алла илтĕм, мĕншĕн тесен çак çĕр çинче эсĕ, юратнă ывăлăм, пур-çке.

Pages