Тантăш

17 Раштав, 2015

«Тантăш» хаçатпа «Тетте», «Самант» тусĕсем!

2016 çулта Чăваш наци конгресĕ Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствипе пĕрле Ĕç çынни çулталăкне халалланă 8-11-мĕш классенче вĕренекенсен хушшинче çамрăк чăваш çыравçисемпе ÿнерçисен «ÇĔНĔ ХУМ» пултарăлăх ăмăртăвне тата «ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН ЧĂВАШЛĂХА АТАЛАНТАРАКАН ЧИ ЛАЙĂХ ШКУЛĔ» конкурс ирттерме хатĕрленет.

Çак икĕ сумлă та пысăк ăмăртăва йĕркелесе ирттерме чăваш ачисен «Тантăш» хаçачĕ тата аслă классенче вĕренекенсемпе çамрăксен «Самант» журналĕ хутшăнать: конкурссен положенийĕсене, пĕтĕмлетĕвĕсене пичетлет.

17 Раштав, 2015

«СĔВЕ АТĂЛА ЮХСА КĔРЕТ» роман - иртнĕ кун Çути хайлавĕ

Сумлă чăваш çыравçи Куçма Турхан çуралнăранпа 100 çул çитнине чысласа «Сĕве Атăла юхса кĕрет» роман тăрăх авăн-ч/к уйăхĕсенче викторина ирттертĕмĕр.

17 Раштав, 2015

Çулталăкри чи мăнаçлă кун

Шупашкарти 47-мĕш шкулта кадет класĕсем йĕркелени - пирĕншĕн çĕнĕ ĕç. Ăна эпир пĕлтĕр çеç пуçларăмăр. Кăçал иккĕмĕш кадет класĕ те «пиçсе» çитрĕ. Ачасене питĕ хавхалантарать вăл. Унта лекнине телей тесех йышăнаççĕ вĕренекенсем.

Pages