Тантăш

10 Пуш, 2016

Чунĕ çу пек ирĕлетчĕ, куçĕ хĕвел пек çиçетчĕ…

Юратнă шăллăм пирĕнтен уйрăлса кайнăранпа вунă çул çитнĕ кун хывнă сăмах

«Анне! Кур-ха, кур, епле чаплă трактор ăсталаса пачĕ мана атте. Кантăклă, шалта çынни те пур, ураписем - эрешлĕ. Кунашкалли урамра никамăн та çук!» - тĕпелте кăштăртакан амăшĕ патне вир-хĕнсе кĕчĕ Павăл.

10 Пуш, 2016

«Пăрлă шыври хĕвел пайăрки» çамрăка та, ватта та хумхантарчĕ

Нумай пулмасть республикăри Ача-пăчапа çамрăксен библиотекинче Елен Нарпи çыравçăпа тĕлпулу иртрĕ. Унăн 2015 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленсе тухнă «Пăрлă шыври хĕвел пайăрки» кĕнеки чылай вулакан кăмăлне кайнă. Нумайăшĕ хайлавпа паллашнă та ĕнтĕ.

10 Пуш, 2016

Эсĕ пултаруллă. Апла конкурса хутшăн!

Хаклă туссем! Чăваш кĕнеке издательстви «Тантăш» хаçатпа пĕрле «Чăваш кĕнеки. Пултаруллă çамрăксем» регионсем хушшинче конкурс йĕркелессине пĕлтерет. Вăл пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа авăн уйăхĕн 30-мĕшĕччен пырĕ. Аса илтеретпĕр: «Чăваш кĕнеки.

Pages