Тантăш

12 Çу, 2016

Пĕрремĕш хут парада!

Аслă Çĕнтерÿ кунне халалласа Шупашкарти Хĕрлĕ лапамра ирттернĕ çак парад республика историне ылтăн тĕспе çырăнса юлчĕ. Кунта иккĕмĕш хутчен шкул çулне çитмен ачасемпе çамрăк çарçăсем хутшăнчĕç. Унта 106 ача садĕнчен пин çура яхăн арçын ачапа хĕрача, юнармеецсен 59 ушкăнĕ утса тухрĕ.

12 Çу, 2016

«Çар открытки» акци пĕтĕмлетĕвĕ

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 71 çул çитнине халалласа ЧР ачасемпе çамрăксен библиотеки ака уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа çу уйăхĕн 9-мĕшĕччен «Çар открытки» акци ирттерчĕ.

Çуркуннепе пĕрле кашни киле, кашни çемьене Çĕнтерÿ уявĕ килсе кĕрет. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин асаплă çулĕсем пирĕнтен инçерех те инçерех юлса пыраççĕ. Анчах çав çулсен тискерлĕхне курнă мăн асаттесемпе асаннесем çинчен нихăш çемье те манмасть. Тăван çĕршывшăн çапăçса пуç хунисене, вăрçăпа тыл ветеранĕсене çынсем асрах тытаççĕ.

12 Çу, 2016

Пирĕн шкулта — чаплă хăнасем

Чăваш чĕлхи кунне республикăра анлă уявларĕç. Мăн Этмен шкулĕ те айккинче юлмарĕ. Çак уява паллă тума палăртнă кун пирĕн пата республикăмăрăн тĕп хулинчен хисеплĕ хăнасем килсе çитрĕç: Чăваш халăх çыравçи Юхма Мишши, «История великого народа» фильм продюсерĕ тата режиссерĕ Юрий Михеев, Юрий Сергеев.

Pages