Тантăш

16 Çĕртме, 2016

Юрла-юрла хатĕрленĕ апат тутлă

Тăваттăмĕш класран вĕренсе тухнă Гена Пальмов маттур ача пулни юрă-кĕвĕре тата спортра палăрать. Вăл — шкулти хорта лайăх юрлакансенчен пĕри. Кашни мероприятире Гена хăйĕн янравлă сассипе илемлĕ юрăсем шăрантарса куракансене савăнтарать.

16 Çĕртме, 2016

«Мĕн туйнине çырмалла»

Чăваш композиторĕн Николай Карлинăн юбилейне халалласа Чăваш наци библиотекинче «Сан ятупа мăнаçланатпăр» пултарулăх каçĕ йĕркелерĕç. Тĕлпулăва хисеплĕ хăнасем пуçтарăнчĕç тата, паллах, Николай Сергеевича ырми-канми ĕçĕшĕн тав туса, «Çĕршыва савса юрлатăп» конкурсра çĕнтернĕшĕн дипломпа чысларĕç.

16 Çĕртме, 2016

Тăрăшулăх кирлех

Тăххăрмĕш класран Лена Гурьянова отличница пулса вĕренсе тухрĕ. Сăпайлă та тăрăшуллăскер чылай предмет олимпиадинче палăрать. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче вăл тĕнчери ÿнер культури дисциплинăпа республикăри ăмăртуран 2-мĕш вырăн йышăнса таврăннă.

9 Çĕртме, 2016

Канăп çулла чунтанах

Çиччĕмĕш класран «5» паллăпа çеç вĕренсе тухнă Юлия Ахметова çуллахи каникул çитнишĕн чунтан савăнать. Ара, халĕ тăраниччен туссемпе выляма, кăмăл туличчен канма, чуна çывăх кĕнекесене алла тытма тем чухлех-çке вăхăт!

Pages