Тантăш

16 Çĕртме, 2016

Эпир кăмăллă яланах!

Кĕçĕннисен ушкăнне çÿрекенсем кăна мар, ача сачĕн мĕнпур пепки паянхи куна ытти чухнехи пекех хаваслă ирттерчĕç. Тĕрлĕ вăйă вылярĕç, çĕнĕ юрă вĕренчĕç, садикрен инçех мар вырнаçнă катара пулса нумай курăк-чечекпе паллашрĕç… Кашни саманта каласа та пĕтереймĕн. Çав самантсем вара пурин асĕнче юлчĕç.

16 Çĕртме, 2016

Чечек пек илемлĕ «Сарă лĕпĕш»

Ача-пăчана çĕнĕ кĕнекере чи малтанах мĕн илĕртет-ха? Паллах, ÿкерчĕксем! Çутă та хĕвеллĕ тĕссем, ырă та хаваслă сăнарсем туххăмрах илемлĕх тĕнчине ертсе кĕреççĕ. Хитре ÿкерчĕксемлĕ кĕнекене алла тытас, уçса пăхас килет.

16 Çĕртме, 2016

Юрла-юрла хатĕрленĕ апат тутлă

Тăваттăмĕш класран вĕренсе тухнă Гена Пальмов маттур ача пулни юрă-кĕвĕре тата спортра палăрать. Вăл — шкулти хорта лайăх юрлакансенчен пĕри. Кашни мероприятире Гена хăйĕн янравлă сассипе илемлĕ юрăсем шăрантарса куракансене савăнтарать.

16 Çĕртме, 2016

«Мĕн туйнине çырмалла»

Чăваш композиторĕн Николай Карлинăн юбилейне халалласа Чăваш наци библиотекинче «Сан ятупа мăнаçланатпăр» пултарулăх каçĕ йĕркелерĕç. Тĕлпулăва хисеплĕ хăнасем пуçтарăнчĕç тата, паллах, Николай Сергеевича ырми-канми ĕçĕшĕн тав туса, «Çĕршыва савса юрлатăп» конкурсра çĕнтернĕшĕн дипломпа чысларĕç.

16 Çĕртме, 2016

Тăрăшулăх кирлех

Тăххăрмĕш класран Лена Гурьянова отличница пулса вĕренсе тухрĕ. Сăпайлă та тăрăшуллăскер чылай предмет олимпиадинче палăрать. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче вăл тĕнчери ÿнер культури дисциплинăпа республикăри ăмăртуран 2-мĕш вырăн йышăнса таврăннă.

Pages