Сывлăх

19 Юпа, 2016

ХУРĂН ПАПКИН НАСТОЙКИ

Хурăн папкин настойкипе чылай чиртен сипленнĕ чухне усă кураççĕ. Çуркунне пухса типĕтеймен пулсан ăна аптекăра та туянма пулать. Настойка рецепчĕ: 50 грамм хурăн папкине çур литр шурă эрехе ямалла, тĕттĕм вырăнта пĕр уйăх лартмалла, вăхăт-вăхăтпа силлесе илмелле. Пĕр уйăхран сăрăхтармалла.

19 Юпа, 2016

ÇУРĂМ ЫРАТАТЬ ПУЛСАН

1. Уçă алăк патне тăмалла, алăсене пуçран кăшт çÿлерех çĕклесе тата сарарах тытса стенаран тĕревленмелле. Хулпуççисен малти мышцисем хытах туртăнма пуçличченех малалла ÿпĕнмелле. Çапла 15-30 çеккунт тытăнса тăмалла та малтанхи пек майланса тăмалла. 3 хут тумалла.

2. Ку хăнăхтарăва хыçлă пукан çинчен тăмасăрах тума пулать. Алăсене пуç хыçне ямалла та пÿрнесене хĕреслентерсе тытмалла. Чавсасене хыçалалла ямалла, çурăма авмалла, мачча çинелле пăхмалла. Хусканăва кунне темиçе хут 10-шар хут тумалла.

12 Юпа, 2016

Перинаталь центрĕнче нумай тăрăшать

Шупашкарти президент перинаталь центрĕнче амăшĕпе ачин сывлăхĕшĕн нумай тăрăшаççĕ. Кунта анлă пĕлӳллĕ специалистсен йышĕ пысăк. Вĕсенчен пĕри — Анна Абрукова генетик-врач. Вăл медицина-генетика уйрăмĕнче ĕçлет. Анна Викторовна — аслă квалификаци категориллĕ тухтăр, медицина наукисен кандидачĕ.

12 Юпа, 2016

КАТĂРКАСРАН — ПЫЛАКСЕМ

Кĕркунне катăркас /боярышник/ тĕмĕ çырларан тулăх. Хĕрлĕскерсем таçтанах курăнаççĕ. Настойка хатĕрленисĕр пуçне вĕсемпе тата мĕнле усă курма пулать-ха? Тата тем те. Сывлăхшăн усăллă пылаксен рецепчĕсемпе паллаштаратпăр.

Варени

Pages