Кил-çурт, хушма хуçалăх

23 Ака, 2015

Чăх урине сиплемеллех

Чăхсен урисем кукшаланса кайрĕç. Чăх сутса çÿрекенсем "грибки" тесе каларĕç. Мĕнле ирттемелле-ши ку чире?

З.И.ПЕТРОВА.

Шупашкар районĕ.

Çыруран ку мĕнле чир иккенне тĕрĕс палăртаймăн. Ура кукшаланасси тĕрлĕ сăлтавпа çыхăнма пултарать. Кăмпа чирĕсĕр пуçне ура сăвăсĕ ерет чăхсене. Сăвăс чăх урисен çиелти ÿтне сиенлет. Урасем сийленсе-хупăланса тăраççĕ.

Çак тимреленнĕ тĕлсене хырса пăрахма юрамасть. Чир сывă чăхсене те ерме пултарать.

23 Ака, 2015

Вĕлтрен

«Вут мар - пĕçертет, йĕтĕн мар - çип арлаççĕ». Кам пĕлмест пулĕ унăн тупсăмне. Çурхи хĕвел çĕре ăшăтма пуçласассăнах вăл тĕксĕм симĕс çулçисене кăларса çÿлелле кармашать. Пирĕн тăрăхра /Вăрнар районĕ - авт./ вĕлтрен тухнă-тухманах унран яшка пĕçерме васкатчĕç. «Çуркунне вĕлтрен яшкине ыттисенчен маларах çиекене çулталăкĕпех çын сăмахĕ тивмест» тетчĕç ватăсем. Апла-и, капла-и, пĕлместĕп, анчах çурхи вĕлтрен усăллă, витаминлă пулнине пурте пĕлетпĕр. Ĕлĕк ахаль хресченĕн хĕллехи апачĕ тулăх пулманнипе чĕрĕ витамин çуркуннехи авитаминоз хыççăн сывлăха çирĕплетме самаях пулăшнă-тăр.

16 Ака, 2015

«Кил-çурт, хушма хуçалăхăн» çĕнĕ 15 № тухрĕ

Унта çак эрнери Шупашкар пасарĕнчи хаксем. Эрнери паллă кунсемпе паллашатпăр пĕррмĕш страницăра.

«Ылтăн» улăм пĕрчи материалта шупашкарта пурăнакан алĕç ăстисемпе Вера Курочкинăпа тата Василий Павловпа паллашма пулать. Вĕсем улăмпа çыхас ĕçе чăвашра аталантарассипе тимлеççĕ.

Тăри ирпе-ирех тÿперен хастаррăн юрă шăратать, чуна тыткăнлать. Тăри çинчен пĕлетпĕр-и?

«Вулакансем ыйтнипе» рукбрикăра каюрасемпе мĕнле кĕрешмеллине вĕренетпĕр тата тĕн ыйтăвĕ те çынсене шухăшлаттарать.

«Хăва» статья пирĕн тăрăрхра лайăх ÿсекен йывăçăн усăлăхне аса илтерет.

Çăкăр тăварсăр пĕçерни сывлăхшăн лайăх.

16 Ака, 2015

ШYПАШКАPТИ ТĔП ПАСАРТИ ХАКСЕМ. /апрелĕн 15-мĕшĕ тĕлне/

ПАХЧАÇИМĔÇ
Килограмм тенкĕ
Çĕрулми 27-32
Купăста 40-50
Сухан 40
Кишĕр 45-50
Ыхра 150-170
Хăяр 80-160
Хĕрлĕ кăшман 40
Помидор 80-160
Пылак пăрăç 100-180
Тăварланă хăяр 100-120
Йÿçĕтнĕ купăста 100-120
 
УЛМА-ÇЫРЛА
Панулми 50-120
Иçĕм çырли 120-200
Апельсин 70-120
Лимон 80-120
Банан 70-90
Шур çырли 300
16 Ака, 2015

"Ылтăн" улăм пĕрчи

Хула урамĕпе утаттăм. Ума кутамкка çакнă арçын тухрĕ. Кутамккинчен улăмран çыхса тунă илемлĕ лили чечекĕсем, каллăсем хĕвел шевлипе ылтăн тĕслĕн йăлтăртатаççĕ. Тепĕр 3-4 эрнерен тепре тĕл пултăм ăна. Хальхинче сăмах хушмасăр чăтаймарăм.

Pages