Кил-çурт, хушма хуçалăх

21 пуш, 2014

Çимĕç мар ку - уяв

Сăмах - мангольд пирки. Тепĕр майлă çак ÿсен-тăрана Рим купăсти тесе те калаççĕ. Шултра, тĕрлĕ тĕслĕ, капăр çулçăллă , усăллă, тутлă çак çимĕç хуçине илемĕпе те, сиплĕхĕпе те савăнтарĕ. Унăн çулçинче тĕрлĕ витамин, минерал тăварĕсем, пантотен кислоти нумай. Тутлăхлă япаласен виçипе вăл хĕрлĕ кăшманран та ирттерет. Çулçисене чĕрĕлле те, пĕçерсе çиме те юрать. Çулçă тунине яшкана, салата, гарнира хушаççĕ.

14 пуш, 2014

Папкасем "йĕресрен"

Улмуççи çеçкине çиекен хурт /долгоносик/ çуркунне ир-ирех, тĕрлĕ ытти сăтăрçăран чи малтан вăранать. Вăрăм сăмсаллă пĕчĕк çак нăрă пуринчен те хăрушăрах.

14 пуш, 2014

Аслă тип, вăхăтĕнче мăшăрлансан

Эпир упăшкапа 35 çул каялла Аслă типĕ вăхăтĕнче мăшăрланнă. Çак вăхăтра туй тума, çемье çавăрма юраманнине халĕ пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ. Ун чухне вара никам та çакăн çинчен шухăшламан, иккĕленмен те. Мĕншĕн тесен пурте хăйне атеист тесе шутланă. Халĕ нумай шухăшăмăр улшăнчĕ, венчете тăрас тетпĕр. Анчах иккĕленÿ пур, çапла тума юрать-и.

Кошелевсен çемйи.

Çĕрпÿ районĕ.

Pages