Кил-çурт, хушма хуçалăх

4 Çĕртме, 2015

Хĕвелпе пиçсе кайсан

Çимĕк тĕлне çуллахи ăшă та çитрĕ. Анчах куртка-плащ тăхăнаттăмăр, халĕ урамра 30 градуса яхăн шăрăх. Çурхи кунсенче тăруках çитсе тăнă шăрăх анратсах ярать тейĕн.

28 Çу, 2015

Йывăç кĕлĕ усăллă

Чылай пахчаçă килте экологи тĕлĕшĕнчен таса пахчаçимĕç çитĕнтерме тăрăшать. Химисĕр çитĕнтернĕ çимĕç тути те те­хĕмлĕреххине палăртаççĕ çынсем. Çав хими препарачĕсене мĕнпе улăштарма май пуррине нумайăшĕ пĕлмест. Çавăнпах çут­çанталăк панă паха удобрени тепĕр чухне ĕçе кĕреймест.

Йывăç кĕлнех илер-ха, тĕс­лĕхрен. Кил-тĕрĕшре ну­май хуçа пахчара йывăç-тĕм каснă хыççăн туратсене çÿп-çап купине пăрахать. Типĕ туратсене çунтарсан вара питĕ паха удобрени тума пулать.

28 Çу, 2015

Çимĕк - Троица

Кăçал Çимĕк ир килет: çу уйăхĕн 31-мĕшĕнче. Ĕлĕк чăвашсем Çи­мĕк уявланă. Çулла пуçламăшне, тĕнче чĕрĕлсе ешернине, çурхи ĕçсем вĕçленнине палăртакан уяв пулнă вăл. Чăвашсем Православие йышăннă майăн Çимĕк Троицăпа пĕрлешсе кайнă. Троица христанствăри вуникĕ сумлă уявсенчен пĕри. Ăна Мăнкун /Пасха/ хыççăн 50 кунран уявлаççĕ.

Pages