Кил-çурт, хушма хуçалăх

8 Юпа, 2015

Чÿречесене хĕле хатĕрлетпĕр

Чÿречесене хĕле мĕнле хатĕрлемелли çинчен В.В.Иванов инженер-строитель каласа пачĕ.

Ăшшăн иккĕ виççĕмĕш пайĕ чÿрече кантăкĕпе рама, икĕ рама, рамăпа коробка хушшинчи çурăксенчен тухса каять. Кантăка пĕлсе лартни тата чÿречесене хĕл каçма хатĕрлени ăшă перекетлеме пулăшать. Чÿречесене питĕрес умĕн коробкăпа рамăсене тата вĕсен хушшинчи хушăксене тĕплĕн тĕрĕслемелле, кирлĕ пулсан - юсамалла.

8 Юпа, 2015

Кĕрхи ыхра лартма вaхaт

Кĕрхи ыхрана мĕнле хатĕрлесе хăçан лартмаллине çырсан аванччĕ.

Геннадий НИКОЛАЕВ.

Шупашкар районĕ.

Ыхра валли йăрана тĕрĕс суйламалла. Пăрçа-фасоль, хăяр, помидор, купăста, çĕрулми ÿснĕ вырăн аван. Сухан хыççăн ыхра лартмалла мар. Хĕлле çил çапакан, çуркунне шывланса тăракан е юр вăрах выртакан лаптăк та ыхрашăн юрăхлă мар. Ыхра ир тухакан ÿсен-тăран. Çуркунне юр айĕнчен тухаймасăр çĕрсе путланма пултарать.

8 Юпа, 2015

Вaрaран çырла ÿстеретпĕр

Ремонтантлă çырла тĕмĕсем туянса лартнăччĕ, анчах вĕсем икĕ çултанах пĕтрĕç. Çак çырлана ĕрчетмелли меслетсемпе паллаштараймăр-ши?

Е.МАРКОВА.

Вăрнар районĕ.

1 Юпа, 2015

Сад-пахча канaва каять

Кăçал сентябрь ытарайми илемлĕхĕпе тыткăнларĕ. Ара, август та сентябрĕн иккĕмĕш çурри пек ăшă пулмарĕ, июль те шăрăхĕпе тĕлĕнтереймерĕ. Çавна пулах кăçал помидор тухăçĕпе савăнакан та йышлах мар-тăр. Сентябрĕн варринчен вара чăн çăтмах пуçланчĕ тейĕн: йĕри-тавра сарă-хĕрлĕ-симĕс тумлă йывăçсем тÿлеккĕн çулçă тăкаççĕ, 20 градусран ытла ăшă çуллахилле тумланма хистет. Анчах та кĕркуннен иккĕмĕш уйăхĕ çитсе тăчĕ ума. Эппин, сивĕ те çывăхрах. Кун та самаях кĕскелчĕ, каçсерен çапакан уçă сĕм те кĕркунне юнашарах сывланине астутарать.

Pages