Кил-çурт, хушма хуçалăх

24 Раштав, 2015

ШYПАШКАPТИ ТĔП ПАСАРТИ ХАКСЕМ /раштав уйăхĕн 23-мĕшĕ тĕлне/

ПАХЧАÇИМĔÇ
Килограмм тенкĕ
Çĕрулми 16
Купăста 16
Сухан 25
Кишĕр 25
Ыхра 200-220
Хăяр 60-100
Кавăн 30
Хĕрлĕ кăшман 25
Помидор 50-100
Пылак пăрăç 80-150
Тăварланă хăяр 130
Йÿçĕтнĕ купăста 100-120
 
УЛМА-ÇЫРЛА
Панулми 50-90
Иçĕм çырли 60-100
Апельсин 60-100
Лимон 110-140
Банан 45-65
Мандарин 65-100
24 Раштав, 2015

Халăх сăнанинчен

  • Раштавăн 25-мĕшĕнче чие турачĕсене хуçса шывлă савăта лартмалла. Раштав уявĕ, кăрлачăн 7-мĕшĕ, тĕлне чие çеçке çурма пикенет - çулталăк ăнăçлă, тухăçлă килет.
  • Раштавăн 25-мĕшĕнче çанталăк уяр тăрсан Çĕнĕ çулăн пĕрремĕш кунĕ те уяр та сивĕ пулать, ăмăр та юрлă пулсан 1-мĕшĕнче те çаплах пулĕ.
  • Уйăх вĕçĕнче çанталăк сивĕтсен Кăшарниччен - кăрлачăн 19-мĕшĕччен - çанталăк çемçелмест.
  • Юр карта çумне купаланса çыпçăнса тăрать - çулла шăрăх пулмасть.
24 Раштав, 2015

Пиротехника япалисене суйласси

  • Чи малтанах сутуçăран сертификат ыйтмалла, унсăрăн пурнăçшăн хăрушлăх кăларса тăратакан пиротехника туянма пултаратăр.
  • Пиротехника япалисен пурин те вырăсла çырнă инструкцисем пулмалла. Çакнашкалли çук чухне тавар питĕ килĕшсен те айккинелле пăрăнăр.
24 Раштав, 2015

Открыткăпа саламлар-и?

Çĕнĕ çул умĕн уяв открытки кам илмен пулĕ? Питĕ анлă сарăлнăччĕ вăл йăла - пĕр-пĕрне Çĕнĕ çул открыткипе саламласси. Миçе открытка ăсатман-ши тус-тăван патне, ятарласа список хатĕрленĕ. Уяв умĕн почтальонăн саламĕсем пĕр сумкăна кĕместчĕç: хул пуççи урлă çакнă «мăнтăр» сумкăсăр пуçне алăра хутаçчĕ.

Pages