Хыпар

13 Пуш, 2014

Хăнара - Людмила Кинер

2014 çула Раççейре Культура çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ. «Чăваш Республикин хальхи вăхăтри культура политикин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри вăл – çынна пултарулăх тĕлĕшĕнчен ÿсме, хăйĕн ăс-хакăлне аталантарма условисемпе майсем туса парасси», - палăртнă республика Пуçлăхĕ М.В.Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырура.

13 Пуш, 2014

Халăх музейĕ - 35 çулта

Хĕрлĕ Чутай ялĕнчи «Этем тата çут çанталăк» халăх музейне уçнăранпа 35 çул çитрĕ.

Музей кун-çулĕ питĕ кăсăклă. 1898 çулта Михаил Таланцев икĕ класлă чиркÿ-прихут шкулне тума пуçланă. Икĕ çултан пĕлÿ çуртне уçнă. 1918 çулта кунта учительсен семинарийĕ ĕçлеме тытăннă. Каярахпа Хусан чăваш педагогика техникумĕ уçăлнă. 1928 çулччен Хĕрлĕ Чутайĕнче чăваш шкулĕсем валли пин ытла вĕрентекен хатĕрленĕ. Каярахпа çак çуртра хресчен çамрăкĕсен, çичĕ çул вĕренмелли шкулсем ĕçленĕ. Унтан вăтам шкул туса хунă. Пионерсен çурчĕ те пулнă кунта.

13 Пуш, 2014

Амăшĕн тÿпи те пур

Пĕр-пĕр спортсмен яваплă ăмăртура çĕнтерсе чемпион ятне тивĕçсен эпир унăн тренерне те çитĕнÿпе ăшшăн саламлатпăр. Вĕрентекен çамрăк спортсмена ăсталăх картлашкипе çÿллĕ шая çĕкленме пулăшать.

12 Пуш, 2014

Патшалăх хресчене еплерех пулăшĕ?

Республикăн агропромышленноç комплексне пĕлтĕр хыснаран 2,45 млрд тенкĕ - виçĕм çулхинчен 19% нумайрах - уйăрнă. Кĕмĕл кăçал та чылай парĕç. Уйрăммăн илсен ăратлă выльăх, вăкăр вăрлăхĕ, чĕпĕ кăлармалли çăмарта, талăкри чăх чĕппи туянма, ял хуçалăх организацийĕсен сĕт лайăх антаракан ĕнисене, ятарлă хуçалăхсен ăратлă ама выльăхне тăрантма кăçал та куçарĕç.

12 Пуш, 2014

Счет уçнă

Чăваш Ен Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви пĕлтернĕ тăрăх - Крымра тата Севастопольте пурăнакансене пулăшмашкăн тенкĕлĕх счет уçнă. Унта Раççей гражданĕсем ыр кăмăллăх тата гуманитари пулăшăвĕн шучĕпе укçа куçарма пултараççĕ. Счета Пĕтĕм Раççейри «Раççей Хĕрлĕ Хĕресĕ» общество организацийĕ йĕркелесе тăрать.

Вулакансем ăна пуянлатмашкăн пуçаруллă хутшăнасса шанса реквизитсене пĕлтеретпĕр:

Pages