Хыпар

18 Пуш, 2014

60 çул иртсен те асрах

1954 çулхи пуш уйăхĕн 8-мĕшĕнче пире - М.Васильева /1923 çулта çуралнă/, В.Захарова /1921/, В.Петрова /1933/, Н.Иванова /1936/, П.Лисова /1935/ тата мана, В.Клопова /1935/ - Тăвайри МТС директорĕ Изосим Андреевич Ворожейкин хăйĕн пÿлĕмне пуçтарчĕ.

15 Пуш, 2014

"Хыпар", 46-47 //, 15.03.2014

"Ачалăх та "шурă вилĕм" тыткăнĕнче-и?
Наркомани сарăлнин танлаштаруллă кăтартăвĕсене илес тĕк - Чăваш Ен пирки лăпкă регион теме пулать.
Николай КОНОВАЛОВ.
 
Ĕмĕтленме пĕлекенсен çăлтăрĕ çутă
Кашни çыннăн пурнăçра ырă кăмăл-туйăмпа аса илмелли пулăм пур.
15 Пуш, 2014

Тăван чĕлхе кунĕнчех çырăпăр

Пĕлтĕр кунашкал акци - пĕтĕм халăхпа диктант çырасси - пирĕн тăрăхра пуçласа иртнĕччĕ. Республикăра пурăнакансем вырăс чĕлхин правилисене мĕнлерех ас туни-пĕлнине тĕрĕсленĕ хыççăнах хамăрăн тăван чĕлхен çыру «вăрттăнлăхĕсене» аса илтĕмĕр. Пысăк йышпа ирттертĕмĕр çак ĕçе.

15 Пуш, 2014

Тĕрĕслев тата вĕренÿ

Кăçалхи пуш уйăхĕн 17-26-мĕшĕсенче Раççей МЧСĕн Атăлçи регион центрĕн комиссийĕ Чăваш Енре граждан оборони, халăха тата территорие çут çанталăк, техногенлă синкерсенчен хÿтĕлес, шыв обCекчĕсенчи тата пушар хăрушсăрлăхĕ енĕпе комплекслă тĕрĕслев ирттерет.

"Çакнашкал тĕрĕслевсене ĕç тăвакан влаç органĕсемпе пилĕк çулта пĕрре йĕркелеççĕ", - терĕ Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пуçлăхĕ Станислав Антонов генерал-майор. Ăна хальхинче яваплă тапхăр - ейÿ вăхăчĕ пуçланас тата пушар тухас хăрушлăх палăрмаллах ÿсес умĕн - ирттереççĕ.

15 Пуш, 2014

Ячĕ ансат та илемлĕ

Кăçалхи пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнче Комсомольски районĕнчи Шурут ялне ни­кĕсленĕренпе 385 çул çитет.

Вăл Комсомольски тăрăхĕн кăнтăр-хĕвел анăç енче, район çĕрĕсем Йĕпреç тата Патăрьел районĕсемпе чикĕленекен вырăнта, Пăлана юхса кĕрекен Шурут шывĕн икĕ çыранĕнче вырнаçнă.

Pages