Хыпар

19 Пуш, 2014

Упăшкине - укçа тÿлесе...

Мăшăр час-часах харкашнă та - арăмĕ çакăншăн упăшкине тĕп тума шут тытнă. Ăна вĕлерме киллера тара тытнă.

Следстви комитечĕн Çĕнĕ Шупашкарти пайĕ çак тĕслĕхпе уголовлă ĕç пуçарнă ĕнтĕ. Вăл тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх - 35 çулти хĕрарăм 46-ри упăшкине вĕлерме хатĕр çынна Интернетри социаллă сетьсенче тупнă. Хак пирки калаçса татăлнă - 2 пин евро. «Киллерпа» темиçе хут тĕл пулнă, ăна 10 пин тенкĕ аванс тÿленĕ, ыттине саккаса пурнăçланă хыççăн татма шантарнă.

18 Пуш, 2014

"Хыпар" хаçат, 2014 çулхи пуш уйăхĕн 18-мĕшĕ, 48 /26454/-мĕш /

  • Крым - Раççей Федерацийĕн йышĕнче
  • Референдума пĕтĕмлетнĕ
  • Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче пĕрремĕш класа каякансем хальхинчен ытларах пулĕç
  • Техника паркĕ хăйне çĕнетессе кĕтет
  • "Тăван ен" хушма кăларăм
  • "Тамаша"
  • Тĕлĕкре те Алтай çеçен хирне куратăп
  • Реклама. Пĕлтерÿсем
18 Пуш, 2014

Крым - Раççейпе пĕрле!

Пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнче Шупашкарти Хĕрлĕ тÿремре Украинăра пурăнакан ентешĕмĕрсене хавхалантарас тĕллевпе митинг иртрĕ. Унта пĕтĕмпе 10 пине яхăн çын хутшăнчĕ /ЧР Шалти ĕçсен министерствин кăтартăвĕсем тăрăх/.

18 Пуш, 2014

Юратрăм сана...

Поэтсем «юратупа» «ыратăва» ахальтен рифмăламаççĕ çав. Ыратăвĕ юратупа юнашарах. Тепĕр чух - вилĕм те... Следстви комитечĕн Шупашкарти пайĕ тĕпчесе пĕтернĕ уголовлă ĕçри тĕслĕх - шăпах çак ретрен.

22 çулти хĕр 25-ри савнийĕпе Шупашкарти Çĕнтерÿ урамĕнчи пĕр çуртра пурăннă. Çав кун вĕсем аптекăран 300 грамм темле эмел туяннă, ăна шывпа хутăштарнă та - 1,5 литр эрех хатĕр. Иккĕшĕ пĕрле ĕçнĕ. Эрехпе хĕрсе хăюланнă пулас та - хĕр савнийĕнчен уйрăлас кăмăлне пĕлтернĕ. Каччă вара яхăнне те яман - юратать вĕт!

18 Пуш, 2014

Ĕçтешĕсене пулăшнă

Инçетри ĕçтешĕсене - Екатеринбург полицейскийĕсене. Шăпах вĕсем Чăваш Енĕн йĕркелĕх хуралçисенчен преступнике тупма пулăшмашкăн ыйтнă.

Пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче Екатеринбургра такам пĕр автомашинăран пысăк укçа, 800 пин тенкĕ, вăрланă. Сыщиксем 33-ри арçын йĕрĕ çине ÿкнĕ, вăл Уралтан Чăваш Ене килни пирки информаци илнĕ. Кунта, Патăрьел районĕнче, унăн тăванĕсем пурăнаççĕ-мĕн.

Pages