Хыпар

25 Ака, 2014

Канашсем ал шăллисем тĕрленĕ

Чăваш Ене мĕн авалтан çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ çĕр-шывĕ теççĕ. Ĕлĕкрен чăваш çемйисенче хĕр пĕрчисене тĕрĕ тĕрлеме вĕрентнĕ. Маçтăрсем хăйсен ăсталăхне çамрăксене кăтартнă. Çапла майпа хитре çак искусство паянхи кунчченех упраннă.

25 Ака, 2014

Чăваш Ен чикĕ леш енчисене те илĕртет

Хăть глобуса, хăть карттăна пăх - Раççей территорийĕ мăнаçлăн курăнать! Çапла-и? Чăнах та, пĕтĕм тĕнчери сухалакан çĕрсен 10 проценчĕ шăпах пирĕн çĕр-шывра вырнаçнă. Анчах ура айĕнчи пурлăха шута хуманни унта та, кунта тĕл пулкалать. Çав вăхăтрах вара чикĕ леш енчи çынсен хушшинче çĕр çинче ĕçлес шухăшли сахал мар. Вĕсем лаптăка арендăна илсех ял хуçалăх продукцийĕ çитĕнтерме хатĕр.

Йĕркене шелсĕр пăсса усă кураççĕ

25 Ака, 2014

Ир те, каç та янăрать

Чăваш наци радиовĕ 5 çул каялла Аслă Патриархăмăр Иван Яковлев çуралнă кун, ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, пĕрремĕш хут янăраса кайрĕ. Паян вăл 105 FM тата 72.41 УКВ хумсем çинче, Интернетра ntrk21.ru адреспа талăкĕпех калаçать.

25 Ака, 2014

Шăпа пÿрни е турă çырни-ши?

Пĕр самант çын шăпине татса пани те пулать иккен. Турă çырни темелле-ши ăна? Палăртнă тĕллев патне хăшĕсем ĕмĕр тăршшĕпе утсан та çитеймеççĕ. Халĕ вулавçăсене паллаштаракан çыннăн вара умра унашкал шухăш та пулман, анчах та телейĕ юнашарах çÿренĕ. Тĕрĕссипе, театра юратакансем ăна ман пулăшусăрах пĕлеççĕ-ха.

Pages