Хыпар

30 Ака, 2014

Пухмач куллен пуянланать

"Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн" марафон пуçланнăранпа виçĕ уйăх хыçа юлчĕ. Çак тапхăрта унăн пухмачне пуянлатмашкăн вун-вун предприяти, уйрăм çын хутшăнчĕ. Сахал тупăшлă çемьесенче çитĕнекен пултаруллă çамрăксене пурлăх тĕлĕшĕнчен хавхалантармашкăн, сусăр ачасене, тăлăхсене тата ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнисене сиплемешкĕн Чăваш Енĕн хастарĕсем - граждансем, ĕç коллективĕсем, общество организацийĕсем - пĕрлехи вăйпа ака уйăхĕн 25-мĕшĕ тĕлне 7569881,09 тенкĕ пухнă.

30 Ака, 2014

Асăмран каймастăн эсĕ, Украина!

1

Украина, Украина!.. Чăнласах та асăмран каймастăн эсĕ юлашки кунсенче. Эпир сана мĕн пĕчĕкрен юратнă. Хамăрăн аслă та чаплă поэтăмăр Çеçпĕл Мишши çавăнта пуç хунăшăн-ши?.. Юратнă пиччем Петр Николаевич Днепр хĕрринче çапăçса йывăр аманнине пĕлнипе-ши?

30 Ака, 2014

Ĕçе çăмăллатаççĕ

Чăваш кĕнеке издательстви çĕр-шыври учебниксем кăларакан издательствăсемпе тахçанах тачă çыхăну йĕркеленĕ. 2013 çулта "Просвещение" издательствăпа калаçса татăлса федерацин 12 учебникне пуçламăш шкул вĕренекенĕсем валли чăвашла куçарса кăларнă.

30 Ака, 2014

Калаçнипех çивĕчлĕх тамалмĕ

"Чăваш чĕлхи, тăван ен культури, чăвашлăх ыйтăвĕсем" уçă калаçу-семинара вĕрентекенсем, культура ĕçченĕсем, ача сачĕсенче ĕçлекенсем, тавра пĕлÿçĕсем йышлăн пухăнчĕç. Çивĕч ыйтусене сÿтсе явма Шупашкартан, кÿршĕ районсенчен килнĕ хăнасем те хутшăнчĕç.

29 Ака, 2014

Çемен Элкер юбилейĕ тĕлне

Кăçал паллă поэт, прозаик, публицист Семен Васильевич Элкер çуралнăранпа 120 çул çитет. Йĕпреçри тĕп библиотекăра "Йĕпреç çĕрĕн маттур ывăлĕ" поэзи кунĕ иртнĕ. Вулавăш ĕçченĕсем яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç валли "Çемен Элкер - çамрăк ăру куçĕпе" литература каçĕ йĕркеленĕ.

Pages