Хыпар

21 Çĕртме, 2014

Чирлесен эмелсĕр ураланаймăн...

Халăха эмелпе тивĕçтересси медицина пулăшăвĕн тĕп пайĕнчен пĕри шутланать тата ăна кирлĕ чухлĕ уйăрнипе общество членĕсен сывлăх шайĕ, çавăнпа пĕрлех пурнăç тăсăмĕпе пахалăхĕ тÿрремĕнех çыхăннă.

Асăннă тытăм аталанăвĕн приоритетлă çул-йĕрне Раççей Президенчĕн В.Путинăн 2012 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнчи 598-мĕш указĕпе килĕшÿллĕн Раççей Федерацийĕнче пурăнакансене 2025 çулчченхи тапхăрта эмелпе тивĕçтермелли Стратегире туса хатĕрленĕ.

21 Çĕртме, 2014

Тирпейлĕх куçа савăнтартăр

Чăваш Ен тĕп хули Республика кунне кĕтсе илет. Ун умĕн тирпейлÿçĕсем ăна илем кÿрессишĕн нумай тăрăшрĕç. "Чăвашавтодор" АО И.Яковлев проспектĕнчи çула аслăлатрĕ. Автотранспорт халĕ малтанхинчен самай хăвăртрах çÿрет.

20 Çĕртме, 2014

Кăлканлă çеçен хир ытамĕнче

Эрĕнпур хутлăхне - кăлканлă çеçен хир ытамне - шăпах вун пилĕк çул каялла çитсе килнĕччĕ. Ун чухне Абдулино районне кĕрекен Ялпай ялĕнче пĕрремĕш хут облаçре пурăнакан чăвашсен Акатуйĕ иртнĕччĕ.

Pages