Хыпар

25 Çĕртме, 2014

Туссене çирĕм иккĕмĕш хут пухрĕ

Юрă-ташă уявĕ, пурте кĕтнĕ уяв - Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн «Раççей çăл куçĕсем» фестивалĕ - туссене 22-мĕш хут пухрĕ. Çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче Шупашкарти Хĕрлĕ тÿремре халăх пултарулăхĕн уявне савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç.

25 Çĕртме, 2014

«ЭКРА» хăвачĕ сарăлать

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер «ЭКРА» ăслăлăх-производство предприятийĕн нумай функциллĕ комплексĕн пĕрремĕш черетне уçма хутшăнчĕ.

«ЭКРА» НПП» ООО гендиректорĕ Владимир Фурашов комплекса предприяти шучĕпе тунине, кунти инженерсем шухăшласа кăларнипе çĕнĕ изделисем тăвасси çинчен пĕлтерчĕ.

Предприятире пин ытла çын вăй хурать. Çĕнĕ производствăна пула тата 200-ĕшĕ ĕç вырăнĕллĕ пулĕ. Вăл йăлтах хута кайсан кунта пĕчĕк вольтлă комплект тытăмĕн шкапĕсене çулталăкра 4 пин ытла туса кăларĕç, реле хÿтĕлекеннисене 7 пине яхăн хатĕрлĕç.

25 Çĕртме, 2014

Мăн аннене упрар!

Çут çанталăка упрасси кашни çыннăн обществăри тивĕçĕсенчен пĕри пулмалла. Мĕншĕн? Мĕншĕн тесен çут çанталăк - этемĕн мăн амăшĕ. Ăна сăтăрçăсемпе сиен кÿрекенсенчен хÿтĕлемелле. Мăн анне çынна пурнăç парнеленĕ, ăс-тăн, чĕре, ÿпке, ал-ура, куç-пуç - кун-çула тăсма кирлине пурне те панă. Этеме халĕ те сăпкара сиктерет. Мăн анне пурнăçран кайсан ачи пурăнайĕ-ши?

Pages