Хыпар

3 Утă, 2014

Ăслăлăх аталанăвĕшĕн - çутă ĕнчĕсем

Чăваш чĕлхи тĕрĕк чĕлхисен ушкăнне кĕнĕрен тăванла халăх çыннисемпе тĕл пуласси тахçанах йăлана кĕнĕ. Пирĕн пата турккă ăсчахĕсем, çыравçисем, культура ытти ĕçченĕ килнине хăнăхнă пулăм пекех йышăнма пуçларăмăр. Ентешĕмĕрсем те Турцире хăнара пулма килĕштереççĕ. Çакă мĕнпе çыхăннине филологи наукисен докторĕ Николай Егоров профессор сăмахĕсенчен аван тĕшмĕртме пулать: «Чăвашсене турккăсем тĕрĕк ытти пур халăхĕнчен ытларах юратаççĕ пулас».

3 Утă, 2014

Вулавăшра - семинар

Культура çулталăкĕнче Патăрьел районĕнчи вулавăш ĕçченĕсем умри тĕллевсене сисĕнмеллех пысăклатнă: вулавçăсен йышне ÿстерессипе пĕрлех пурнăçа кĕртмелли ĕçсен шутне йышлатнă, библиотекарьсен ăсталăх, пултарулăх шайне ÿстерессишĕн тăрăшаççĕ.

3 Утă, 2014

Тĕрĕк тĕнчин фестивалĕ

Комсомольски салинче хальхи вăхăтри тĕрĕк тĕнчин этнокультурипе искусствин «Урмай Залида» фестивалĕ кăçалхипе иккĕмĕш хут иртнĕ. Кăçалхи вара, пĕрремĕшĕпе танлаштарсан, самай курăмлă пулнă. Çакă иккĕмĕш фестивале Культура çулталăкĕнче тата кăçал Каçал тăрăхĕнче Республика кунне йĕркеленипе те çыхăннă ĕнтĕ.

3 Утă, 2014

Патшалăх символĕсем - ятарлă кĕнекере

Культура çулталăкĕнче Чăваш кĕнеке издательствин ĕçченĕсем паха вун-вун кĕнеке кăлараççĕ. Çак кунсенче, сăмах май, Республика кунĕ умĕн, тепĕр кăларăм - «Государственные символы Чувашской Республики: история создания, проекты, документы и материалы» /авторĕ Сергей Щербаков/ - кун çути курчĕ.

3 Утă, 2014

Химиксен хулинче çĕнĕ пулăм

Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан тутарсем çак кунсенче авалхи йăла-йĕркене пăхăнса Руслан Валитова çара ăсатнă. Хăйне евĕр çак мероприятие химиксен хулин имамĕ Минкадир Резяпов, Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн культура пайĕн пуçлăхĕ Владимир Макаров тата асăннă хулари çар комиссариачĕн пуçлăхĕ Сергей Баранов хутшăннă.

Pages