Хыпар

5 Утă, 2014

Ярмăрккапа Акатуйра кăмăл-туйăм çĕкленет...

Кĕçнерни кун Çĕрпÿ хулинче Тихвин ярмăркки уçăлнă. Çулленех вăл хĕрарăмсен Тихвин мăнастирĕ çумĕнчи лапамра республикăра пурăнакансене кăна мар, кÿршĕ регионсенчен килекен хăнасене те пухать.

5 Утă, 2014

Ячĕ - халăх асĕнчех

"Ырă çын вилсен ячĕ ĕмĕре юлать" текен каларăш пур. Андриян Григорьевичăн вилĕмсĕр ячĕ вара ăрусен асĕнче упранасси пирки иккĕленме кирлĕ мар. Вăл пирĕнтен уйрăлса кайнăранпа вунă çул çитнине асăнма Шуршăлти Космонавтика музейне республикăран та, унăн тулашĕнчен йышлăн пухăнни те çакна аван çирĕплетет.

5 Утă, 2014

Александр Проханов: "Чăвашсем - космос халăхĕ"

Паллă писатель, общество ĕçченĕ, политика деятелĕ кăçалхи çĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕнче Вырăс радион "Без вопросов" программине хутшăннă. Унта Александр Андреевич кăларăм ертÿçин Сергей Королевăн ыйтăвĕсене хуравланă. Сăмах тĕнчери лару-тăру, çавăн пекех Украинăпа çыхăннисем пирки те, пынă.

5 Утă, 2014

Виçĕ Юнтапа

Иртнисĕр малашлăх çук тетпĕр. Кашни ялăн - хăйĕн сăн-сăпачĕ, кун-çулĕ. Вăрнар районĕнчи Кушар, Уйкас, Хурапыр Юнтапа ялĕсен историне илес тĕк, вĕсем пирки никамах та çырман, тĕпчемен, интересленмен. Илья Степанов тавра пĕлÿçĕ район хаçатĕнче материал пичетлесе кăларнисĕр пуçне паллах.

Ĕмĕрсен ахрăмĕ

Pages