Хыпар

26 Çурла, 2014

Парнас çинче

Ăнлавĕ пултăр малтанах Пегас çинчен. Пегас вăл - авалхи грексен халапри çунатлă паттăр лаши. Асамçă-урхамах таса Олимп тăвĕ тăрне улăхса турăсемпе этемсен туррине Зевса çиçĕм тытса пама пултарнă. Çапла ăна çут тĕнчепе хуçаланма пулăшнă имĕш. Пегаса шурăмпуç туррипе Эоспа та çыхăнтарнă, çăлтăрсен ушкăнне те кĕртнĕ.

26 Çурла, 2014

Талантли пур енĕпе те пултаруллă

Вăрнар районĕнчи Хапăсра пурăнакан Николай Есенцевăн чун киленĕçĕ - пахчара, садра ĕçлесси. 30 çул ытла ĕнтĕ вăл тĕрлĕ йышши культура ÿстерет. Улмуççипе грушăна сыпать, çамрăк хунавсене те, улма-çырла параканнисене те юратса пăхать. Николай Васильевич иçĕм çырлин, пан улмин, грушăн, хура хурлăханăн, йĕплĕ хурлăханăн, хăмла çырлин, çĕмĕртĕн, сырланăн, хура хăмла çырлин тĕрлĕ сортне, черешня, алыча, годжи тата ыттине ÿстерет. Хуçалăхра ăна хĕрĕ Елена пулăшать. Елена Николаевна çуркунне тĕрлĕ чечек калчи хатĕрлет, çĕр çырлине, арпуса, дыньăна ытти пахча çимĕçе юратса ÿстерет.

26 Çурла, 2014

Юбилей тĕлне - чаплă кăларăм

Чăваш халăх поэчĕ Геннадий Айхи çуралнăранпа 80 çул çитрĕ. Чăваш кĕнеке издательстви юбилей тĕлне пысăк парне хатĕрлерĕ - поэтăн «Çырнисен пуххин» виççĕмĕш томне пичетлесе кăларчĕ. Кĕнекене Е.Н.Лисина тата Н.А.Сельверстрова хатĕрленĕ.

23 Çурла, 2014

Чул хула чукун çулĕн пуçлăхĕпе тĕл пулнă

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çурла уйăхĕн 21-мĕшĕнче «Раççей чукун çулĕ» АУО филиалĕн - Чул хула чукун çулĕн пуçлăхĕпе Анатолий Лесунпа тĕл пулнă.

23 Çурла, 2014

«Чунлăхăршăн - тав»

Вăрçă - синкерлĕ пулăм: вилĕм, çухату, йывăрлăх, терт-нуша илсе килет. Украинăри граждан вăрçин кĕрлевĕ пин-пин çынна вырăнтан хускатнă. Хăйсем патĕнче хÿтлĕх тупайманран вĕсене урăх патшалăхсем пулăшу алли тăсса параççĕ. Вăл шутра - Раççей те. Чăваш Ен халăхĕ те йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ çынсене ăш пиллĕн кĕтсе илет. Хальлĕхе, ĕнерхи кун тĕлне, пирĕн пата Украинăран пине яхăн çын куçса килнĕ. Нушара никама та хăйĕн терт-асапĕпе куçа-куçăн хăварман: кашнинех пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтернĕ, укçа-тенкĕпе пулăшнă. Чылайăшĕ ĕç вырăнĕ те тупнă ĕнтĕ.

Pages