Хыпар

29 Çурла, 2014

Халăх хавхаланăвĕ хăпартлантарнă

Крым çур утравĕнчи Севастополь хули çывăхĕнчи илемлĕ лапамра çурла уйăхĕн 10-20-мĕшĕсенче çамрăксен Пĕтĕм тĕнчери «Таврида» слечĕ иртессине эпир пĕлтернĕччĕ. Ăна Раççейри «Халăх фрончĕ» общество юхăмĕ федерацин çамрăксен ĕçĕсен агентствипе тата «Раççей тĕревĕ» общество организацийĕпе пĕрле йĕркеленĕ. Форума 60 çĕр-шыври 1700 ытла çамрăк хутшăннă.

29 Çурла, 2014

Америка хыççăн - Грецире

  Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблĕ утă уйăхĕнче АПШри Çурçĕр Каролина штатĕнче иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери 31-мĕш фольклор фестивальне хутшăнни пирки хаçатра çырса кăтартнăччĕ.

29 Çурла, 2014

Джеки Чан Аннетăн сăн ÿкерчĕкне суйласа илнĕ

Аннета Прохо¬рова Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ шкулта 5-мĕш класра пĕлÿ илет. 2014 çулти утă уйăхĕнче хĕр ача Buddy Bear упа çурин дизайнне ÿкерес енĕпе Пĕтĕм тĕнчери конкурса хутшăннă.

28 Çурла, 2014

Кун йĕркинче - вĕрентÿ

Çурла уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра 2014-2015 çулти вĕренÿ тытăмне хатĕрленсе çитнипе çыхăннă канашлăва хутшăннă. Ăна Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев видеоконференци мелĕпе ирттернĕ.

Pages