Хыпар

2 Авăн, 2014

Почта ешчĕкĕ пушă мар

Почтальонка мана пĕрре мар асăрхаттарнă:

- Почта ешчĕкне пысăкраххипе улăштар-ха. Шăнăçтараймастăп хаçатсене. Уйрăмах журналсем килнĕ кун...

- Юрĕ, юрĕ, - тесе йăпаткаласа янă эпĕ ăна.

2 Авăн, 2014

Паттăрлăхшăн - орден

Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствинче çулталăк каялла Çурçĕр Кавказра командировкăра вилнĕ Александр Егоровпа Леонид Пучков полицейскисен наградисене - Паттăрлăхшăн орден - вĕсен çемйисене панă.

29 Çурла, 2014

Промышленноç: кăтартусем лайăхланнă

ЧР Экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министерствин коллегийĕ ĕнер Пĕтĕм Раççейри релестроенин ăслăлăх-тĕпчев институтĕнче лару ирттерчĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ăна уçнă май республикăри промышленноç комплексĕнчи лару-тăру улшăнăвне сăнасах тăни çинчен пĕлтерчĕ. Михаил Васильевич çичĕ уйăхри кăтартусемпе кăмăллă. Çулталăка аталану шайне чакармасăр пĕлтĕрхинчен 4% ирттерсе вĕçлеме чĕнсе каларĕ. РФ Промышленноç министерстви Шупашкарти трактор заводне пулăшма килĕшни çинчен хыпарларĕ.

29 Çурла, 2014

"Шупашкарта мĕн курни савăнтарчĕ, шанăç çуратрĕ"

Çурла уйăхĕн 26-27-мĕшĕсенче Шупашкарта Раççей водоканалĕсен VII конференцийĕ иртрĕ. Унта федерацин мĕн пур округĕнчи çак тытăмра ĕçлекен предприятисем хутшăнчĕç.

Pages