Хыпар

8 Юпа, 2014

«Манăн ирĕк пулсан Алина Витальевнăна «Паттăрлăхшăн» медальпе чыслама хатĕр»

РЕДАКЦИРЕН

Ку статьяна Вăрнар районĕнчи Калинино тăрăхĕнче çеç мар, республикăри кашни çемьере вулама, ашшĕ-амăшĕн пухăвĕсенче сÿтсе явма сĕнетпĕр.

8 Юпа, 2014

Валентина Элпи: «Çырсан, тен, 100 çултан та иртĕп»

Ку статьяна 2006 çулхи çу уйăхĕнче çырнăччĕ. Ăна Валентина Элпие вуласа патăм. «Кунта çырни пурте тĕрĕс. Анчах эпĕ писатель, ман пултарулăх çинчен çырас пулать санăн, ку статьяра вара ман ватлăхăм çинчен кăна. Ăна пичете ан пар. Ку интереслĕ мар, кама кирлĕ эпĕ шыва кайса çăпанпа тертленни.

7 Юпа, 2014

Хыпар" хаçат, 2014 çулхи юпа /октябрь/ уйăхĕн 7-мĕшĕ

о Чăваш Республики спорт форумне хăнасене хапăл туса кĕтет.

о Çуртсене сехетлĕхе, талăклăха арендăна параççĕ.

о Республика тулашĕнчи чăваш спортсменĕсем спорта пысăк тÿпе хываççĕ.

о Стадиона спортсмен ятне панă.

о "Çут çанталăк" ятарлă кăларăм.

7 Юпа, 2014

Харпăрлăхçăсен налук тÿлеме манмалла мар

Ĕнер Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăн Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, ĕç тăвакан влаçăн федераци органĕсен тата хула округĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Строительство министрĕн çумĕ Александр Герасимов тата Федерацин налук службин Чăваш Республикинчи управленийĕн ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Ольга Никина пурăнмалли çурт-йĕре арендăна пани тата налуксем тÿлени çинчен калакан информаци мониторингĕн кăтартăвĕсене тăратнă.

Pages