Хыпар

10 Юпа, 2014

Куравра - натюрморт, портрет...

Çак кунсенче Элĕкри тавра пĕлÿ музейĕнче "Пурнăç малаллах тăсăлать" курав ĕçлеме пуçланă. Унăн авторĕ - Вăрнар районĕнче çуралса ÿснĕ Юрий Бурмистров.

Курава район администрацийĕн культурăпа архив ĕçĕн секторĕн ертÿçи Людмила Семенова тата район музейĕн директорĕ Светлана Железнова уçнă.

10 Юпа, 2014

"Нарспи" çĕнĕлле янăрать

Нумаях пулмасть Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ хăйĕн юбилей сезонне Григорий Хирбю композиторăн "Нарспи" оперипе уçрĕ. Асăнса хăварар: опера театр сцени çине пуçласа 1967 çулта тухнă. Ăна Борис Марков лартнă. Ун хыççăн Тамара Чумакова кăларнă.

10 Юпа, 2014

Асра юлĕ

Шупашкарти ÿнер училищинче ĕçлекенсемпе вĕренекенсемшĕн 2014 çул Культура çулталăкĕ пулнипе çеç мар, вĕсен вĕренÿ заведенийĕн сумлă юбилейĕпе те асра юлĕ. Ăна уçнăранпа кăçал 80 çул çитрĕ. Ÿнер училищи паян - наци кадрĕсем хатĕрлекен центр.

10 Юпа, 2014

Вăрмарсем ентешне асра тытаççĕ

Вăрмар районĕнчи Пысăк Енккасси ялĕнче çуралса ÿснĕ, салтак тивĕçне Афганистанра пурнăçланă, Совет Çарĕн отличникне, «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» медаль кавалерне Виктор Гаврилова асăнса урам командисен хушшинче мини-футбол турнирĕ иртрĕ.

Кăçал ăна саккăрмĕш хут йĕркелерĕç. Ăмăртăва 5 урам команди хутшăнчĕ. Спортсменсене Пысăк Енккасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Васильев, РФ тава тивĕçлĕ тренерĕ Ю.Архипов, Виктор Гавриловăн шăллĕ, Санкт-Петербург патшалăх университечĕн Мурманск хулинчи филиалĕн директорĕ, чăвашсен культура пĕрлешĕвĕн пуçлăхĕ В.Гаврилов ăшшăн саламларĕç.

Pages