Хыпар

10 Юпа, 2014

Çитĕнÿ пĕчĕк утăмран пуçланать

Ĕнер Чăваш Енĕн тĕп хулинче Пĕтĕм тĕнчери утакансен кунĕ старт илчĕ. Кун йышши пулăм Раççейре - пĕрремĕш хут. Акцие тĕнчери 150 çĕр-шывра "Спорт пурин валли те" ассоциаци /TAFISA/ пулăшнипе 1991 çултанпа йĕркелеççĕ. Пĕтĕмпе унта халĕччен 12 млн ытла çын хутшăннă.

10 Юпа, 2014

Çыхăнусем çирĕпленеççĕ

Раççей тĕп хулинчи Национальноçсен çурчĕ унта пурăнакан ентешсемшĕн тăван кил пекех. Вырăнти чăваш наци культура автономийĕн ертÿçисен пуçарăвĕпе унта чăваш культуришĕн пĕлтерĕшлĕ чылай мероприяти иртет.

10 Юпа, 2014

Çĕнтерÿçĕсен йышĕнче

Культура çулталăкĕнче тĕрлĕ шайри конкурссем иртеççĕ. Вĕсенчен пĕри - аслă вĕренÿ заведенийĕсем валли кăларнă кĕнекесен федерацин Атăлçи округĕн регионти тăваттăмĕш конкурсĕ. Вăл Шупашкарти коопераци институчĕн никĕсĕ çинче "Университетская КНИГА" информаципе аналитика журналĕ пулăшнипе иртнĕ.

10 Юпа, 2014

Куравра - натюрморт, портрет...

Çак кунсенче Элĕкри тавра пĕлÿ музейĕнче "Пурнăç малаллах тăсăлать" курав ĕçлеме пуçланă. Унăн авторĕ - Вăрнар районĕнче çуралса ÿснĕ Юрий Бурмистров.

Курава район администрацийĕн культурăпа архив ĕçĕн секторĕн ертÿçи Людмила Семенова тата район музейĕн директорĕ Светлана Железнова уçнă.

10 Юпа, 2014

"Нарспи" çĕнĕлле янăрать

Нумаях пулмасть Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ хăйĕн юбилей сезонне Григорий Хирбю композиторăн "Нарспи" оперипе уçрĕ. Асăнса хăварар: опера театр сцени çине пуçласа 1967 çулта тухнă. Ăна Борис Марков лартнă. Ун хыççăн Тамара Чумакова кăларнă.

Pages