Хыпар

22 Юпа, 2014

Етĕрнесем уява ÿсĕмпе кĕтсе илеççĕ

ЧР аграрийĕсем юпа уйăхĕн 31-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн кунне паллă тăваççĕ. Савăнăçлă пухăва Етĕрнесем те хутшăнаççĕ. Вĕсем уява мĕнле кăтартусемпе кĕтсе илеççĕ-ха?

22 Юпа, 2014

Илем кÿрекен «Илем»

«Илем» - ачасен ташăпа наци модин театрĕ. Ăна Çинкĕл районĕнчи Ялавăр ялĕн клубĕнче Светлана Ильдейкина тата Чĕмпĕр хулинче пурăнакан Наталья Новоселец алă ăсти çулталăк каялла йĕркеленĕ.

Чĕмпĕр облаçĕнчи чăвашсен халĕччен мода кăтартакан уйрăм театр пулман. Кăçал вĕсем облаçра çулсерен иртекен ачасен «Чĕмпĕр олимпĕ» пултарулăх фестивальне те хутшăннă. Пысăк сцена çине пĕрремĕш хут çеç тухнă пулин те II степень диплома çĕнсе илнĕ.

22 Юпа, 2014

Çĕнĕ кун тухăçран пуçланать

- Чунпа та, юнпа та - чăваш эпĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн аллăмĕш çулĕсенче пирĕн çемье Нева çинчи хулана куçса кайнă. Ун чухне эпĕ алăри ача пулнă, - çак сăмахсенчен пуçласа ячĕ калаçăвне Игорь Степанович Нефедов микробиолог. - Юлашки хут тăван тăрăхра 10 çул каялла пулнăччĕ. Мĕн чухлĕ улшăну пулса иртнĕ унтанпа кунта?

Игорь Степанович Ленинградри Тинĕс-çар медицина академийĕнчен хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухсан Инçет Хĕвел тухăçне çул тытнă. Ăна тÿрех Лăпкă океан флочĕн эпидемиологĕн пуканне шанса панă. Каярахпа микробиологи институчĕ йĕркеленсен ентеше унта ĕçлеме чĕнсе илнĕ.

22 Юпа, 2014

Чĕрери чи ырă туйăмсем - сире валли

Калмăк Республикин театрĕ пĕрремĕш хут Чăваш Ене гастроле килнĕ.  Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ юпан 7-11-мĕшĕсенче Калмăк Республикинче гастрольте пулчĕ. Чăваш артисчĕсем Элистари Б.Басангов ячĕллĕ Наци драма театрĕн сцени çинче вун пилĕк спектакль кăтартрĕç.

Pages